Чӑваш Енре «Уйӑх ҫинчи хӗр» ятлӑ фильм ӳкерме пуҫланӑ. Ӑна чӑваш халӑх юмахне тӗпе хурса хатӗрлеме палӑртнӑ.
Сценарине Зоя Илларионова ҫырнӑ, фильм режиссерӗ – Александр Герасимов,
Пултарулӑх ушкӑнӗ пӗрремӗш кадрсене Шупашкар округӗнчи «Ясна» этнокомплексра ӳкернӗ. Фильмӑн ытларах пайне ҫулла ӳкересшӗн. Ун чухне кадрсене Чӑваш Енре кӑна мар, Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче те ӳкерӗҫ.

