Канаш тăрăхĕнче пурăнакан Григорий Алексеев ятарлă çар операцине хутшăннă вăхăтра хыпарсăр çухалнă çынсен çемйисене «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд мĕнле пулăшнипе кăсăкланнă. Çак пĕлтерĕшлĕ ыйту çине «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Елена ЗАЙЦЕВА «Хыпар» хаçат урлă хуравланă:
— «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн майĕ- сем 2025 çулхи пуш уйăхĕнченпе анлăланчĕç. Çав тапхăртанпа чăваш филиалĕн социаллă координаторĕсем хыпарсăр çухалнă салтаксен тăванĕсене те тĕрев кÿ-реççĕ: психологипе психотерапи пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, социаллă хÿтлĕх мерисемпе усă курмалли майсемпе паллаштараççĕ. Юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ: çар чаçне, çар комиссариатне, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Этем правине хÿтĕ- лекен уполномоченнăйĕ патне ыйтусем яраççĕ. Фонд сотрудникĕ- сем шырав карттине хатĕрлеççĕ, федерацин геном информацийĕн кăтартăвĕсен базине кĕртмешкĕн генетика материалне илеççĕ. Çар çыннине тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерекен организаципе пĕрле 6 уйăх ытла шыранинчен усси пулмасан тăванĕсене суда каймашкăн кирлĕ документсене пуçтарма пулăшаççĕ.
Нумай вăхăт çыхăнăва тухман салтаксен тăванĕсем «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд филиалне килме пултараççĕ. Кунта вĕсене шырав карттине хатĕрлеме пулăшаççĕ, экспертизăна ямашкăн биоматериал илеççĕ. Анализ валли кам биоматериал пама пултарать-ха; Салтакăн çывăх тăва- нĕсем: амăшĕ, ашшĕ, ачисем, аппăшĕпе-йăмăкĕ, пиччĕшĕпе-шăллĕ ?енчен те вĕсен ашшĕпе амăшĕ пĕр пулсан/. Кирлĕ мероприятисене ирттернĕ хыççăн документсене следстви органĕсене ярса параççĕ.
Паллах, çывăх çыннăн шăпи уçăмсăр чухне çав тери йывăр. Салтаксен тăванĕсем яланах «Тă-ван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн чăваш филиалне медицина психологĕсен квалификациллĕ пулăшăвне илес тĕллевпе килме пултараççĕ. Вăл çак адреспа выр- наçнă: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 3 çурт. Специалистсем кунсерен йышăнаççĕ, вĕсем патне çырăнма фондăн социаллă координаторĕсем пулăшаççĕ, çак номерпе шăнкăравламалла: 8 ?8352/ 70-94-26.
Этемĕн харпăр уйрăм даннăйĕ- сен хăрушсăрлăхĕ пирки те аса илтерес килет, çавна май официаллă çынсенчен çеç пулăшу ыйтмалла. Социаллă сетьсенчи калаçусенче салтак çапăçакан ял-хула ятне палăртмалла мар. Çар чаçĕн номерĕ, çыннăн харпăр уйрăм даннăйĕсем интернетра пулмалла мар _ çакă çĕршыв хÿтĕлевçине те, унпа юнашар çынсене те хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарать. Енчен те сире боец пирки пĕлтерсе палламан çынсем шăнкăравлаççĕ тĕк ку информацие уçăмлатмашкăн фондăн социаллă координаторĕсемпе çыхăнма сĕнетĕп.

