Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинсем тӗлӗшпе чару йӗркисем вӑй илӗҫ.
Ҫакӑ юр ирӗлнӗ тапхӑрта ҫулсене май пур таран сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ.
Республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче те ятарлӑ йӗрке пулӗ. 6 тоннӑран йывӑртараххисем тӗлӗшпе ирӗк паракан документ кирлӗ.
Вӑхӑтлӑх йышӑнӑва пӑхӑнманнисене 5 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ. Чару ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

