Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулта чăвашсен мĕн авалтан пыракан культурине аталантарса çÿле çĕклесе халăх хушшинче сарас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Çак пархатарлă ĕçре уйрăмах ĕç урокĕсене ирттерекен Галина Тимофеевăн тÿпи пысăк. Паян эпир унпа ĕç урокĕсем ирттерекен мастерскойĕнче ăшшăн калаçса ларатпăр.
— Ку шкулта эпĕ 2000-мĕш çултанпа ĕçлетĕп. Ĕлĕкрех ĕç урокĕсене технологи урокĕсем теттĕмĕр, _ тет Галина Арсентьевна. — Эпĕ хĕрачасене çĕвĕ çĕлеме, тĕрĕ тĕрлеме, апат-çимĕç пĕçерме _ кĕскен каласан, хĕрарăма куллен килте тумалли ĕçсене вĕрентетĕп. Хĕрсен ÿссе çитĕнсе çемье çавăрсан темĕн тума та пĕлмелле вĕт-ха;
Ман уроксене пĕлÿ илме 5-9-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем çÿ-реççĕ. Çамрăксене çĕвĕç ĕçне те хăнăхтаратпăр. Тумтир çĕлесси мĕнрен пуçласа мĕнпе вĕçленет _ çавăн çинчен тĕплĕн калаçатпăр. Алăпа çĕлеме вĕреннĕ чухне чăваш тĕрри çинчен калаçу пуçлатпăр. Тĕрĕссипе каласан, чăваш тĕррине эпĕ Евгения Николаевна Жачева патĕнче вĕреннĕ. Малтан эпĕ Мари Республикинче училищĕре çĕвĕçсене вĕрентнĕ. Кунта килсен мана Шупашкара квалификацине ÿстермелли курса вĕренме ячĕç. Унта Халăх пултарулăх çуртĕнче семинар иртрĕ, республикипех паллă ал ĕç ăсти Евгения Николаевна Жачева чăваш тĕррипе мастер-класс ирттерчĕ. Çавăн хыççăн питĕ интересленме пуçларăм чăваш тĕррипе. Вĕреннĕ çемĕн вĕренсе пытăм, ал ĕçĕсем тума тытăнтăм, унтан ачасене вĕрентме пуçларăм.
Паянхи кун чăваш тĕрри çинчен республикăра питĕ нумай калаçаççĕ. Кашни çулах ноябрь уйăхĕнче тĕрĕ кунне паллă тума тытăнтăмăр. Çав кун «Ĕçе _ тĕрĕпе» тата «Вĕренĕве _ тĕрĕпе» акци иртет.
Уроксенче чăваш тĕррипе усă курса ĕлĕкхи йăла-йĕркепе ăсталанă пысăках мар япаласене тĕпчесе проектсем çыратпăр. Пĕлтĕр, сăмахран, чăвашсен мăй çиххийĕсем, сурпан çаккисем мĕнле пулнине тĕпчерĕмĕр.
— Тĕпчемелли япалисене ăçтан тупатăр тата, Галина Арсентьевна;
— Хăшĕ-пĕри асанне арчинче упранса юлнă. Чăваш тĕррин музейне кайсан унта сăн ÿкерчĕксем тăватпăр та вĕсене тĕпчетпĕр. Красновпа Спиридоновăн кĕнекисемпе усă куратпăр. Вĕсемсĕр пуçне Интернетра тупнă информацисемпе усă курса ĕçлетпĕр.
Канаш енчи чăвашсем ĕлĕк мĕнле тумтирпе çÿренĕ, мĕн тăхăннă вĕсем; Мĕнле хатĕрленĕ вĕсене; Çак ыйтусен тупсăмне тупас тесе уроксенче тĕпчев ĕçĕсем ирттеретпĕр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ĕç урокĕсем хушшинче олимпиада иртмелле. Çавна май чăваш хĕрарăмĕсем ĕлĕк кĕпесене çыхнă пиçиххине тĕпчерĕмĕр. Çавăн эрешĕсене пăхса, йĕркисене пăхăнса пиçиххи çĕлерĕмĕр. Унăн яркăчĕ пур, тата хыçала çыхăнакан тепĕр пайĕ.
— Мĕн вăл яркăч;
— Яркăч — пиçиххин икĕ енчен усăнса анакан пайĕ. Ун çийне тĕрлесе тунă, вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ. Ĕлĕкхи хĕрарăмсем питĕ вăйлă ал ĕç ăстисем пулнă. Хăйсем мĕн пĕлнине хĕрачисене 5-6 çултанах вĕрентме тытăннă.
— Эсир каланăччĕ-ши ĕлĕкхи чă-ваш тĕррин тÿнтер енне пичĕ енчен уйăрса илме питĕ йывăр, тесе; Мĕнле ăста пулнă вĕт-ха чăваш хĕрарăмĕсем!
— Евгения Николаевна Жачева хăй вăхăтĕнче Санкт-Петербургри этнографи музейĕнче упранакан чăваш тĕррисене тĕпчесе уйрăм кĕнеке кăларчĕ. Кашни çĕввин хăйĕн йĕрки пур. Çав йĕркесене пăхăнса вĕренетпĕр те ĕнтĕ эпир тĕрĕ урокĕсенче.
Шупашкарта чăваш тĕррин музе- йĕнче пĕррехинче турпас татки çинче хĕрарăмсен пиçиххине ăсталас енĕпе мастер-класс ирттерчĕç. Ун çинчен Валентина Минеева кĕнеки çинче статья пурччĕ, анчах унта тĕплĕнех çырманччĕ. Пĕр ÿркенмесĕр унта кайса вĕренсе килтĕм. Хатĕрне турпас вырăнне оргстеклоран тума вĕрентĕм.
— Турпас татăкĕ вăл ĕç хатĕрĕ мар-и;
— Çапла, ĕç хатĕрĕ. Ĕлĕк вĕт йывăçсăр пуçне ĕç хатĕрĕ тумалли урăх материал пулман. Ĕлĕкхи чăвашсем турпаса якатса шăтăксем шăтарса пиçиххи тумалли ĕç хатĕрĕ ăсталанă. Халĕ ачасене те вĕрентесшĕн унпа ĕçлеме.
— Шкулта мĕнле халăх ачисем вĕренеççĕ;
— Пĕр вăхăтра ятарласа шутланăччĕ мĕнле-мĕнле халăх ачисем кунта пĕлÿ илнине. Вун çичĕ халăх ачи ирсерен пирĕн шкулта парта хушшине ларнă! Вырăссемпе чăвашсемсĕр пуçне эрмен, таджик, узбек, грузин, чикан, тутар ачисемччĕ. Вара, çавна май, «Культурăсен диалогĕ проектпа нумай ĕçлерĕмĕр. Çак проекта пурнăçа кĕртес тесе тĕрлĕрен выставкăсем ирттертĕмĕр. Классем хушшинче «Чăваш пики», «Тутар пики», «Варвара _ русая коса» конкурссем ирттертĕмĕр.
Ун чухне 11-мĕш класс таранччен ĕç урокĕсем пурччĕ. Вĕсенче пысăк ĕçсем тăваттăмăр: сĕтел çине сармаллисем, çамрăк мăшăрсене кĕтсе илмелли ал шăллисем, хĕр пĕркенчĕкĕсем, ĕлĕкхи рекрутсене çара ăсатмалли ал шăллисем тата ытти те. Кунта пĕр азербайджан хĕрачи вĕренетчĕ, унтан эпĕ вĕсен тĕррине вĕренеттĕм, вăл урокра чăваш тĕррине тĕрлетчĕ.
Чăваш тĕррин музейĕ пĕлтĕр чи лайăх арçын кĕпи, чи лайăх хĕр пĕркенчĕкĕ, салтака ăсатмалли чи лайăх ал шăлли тата ытти япала тĕрлес енĕпе конкурссем ирттерчĕ.
Кăçал кĕркунне хĕрарăмсен пиçиххине çыхас енĕпе иртекен конкурса тăратнă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ. Çакă хам çине çыхнă пиçиххие ?сăн ÿкерчĕ-ке пăх _ Автор/ конкурса тăратас шухăш пур. Эпир ăна 7-мĕш класра вĕренекен пĕр хĕрачапа тунă. Малтан тĕрлерĕмĕр, кайран çĕлесе пуçтартăмăр, шăрçасемпе илемлетрĕмĕр.
Эпĕ сире Андреева Таня çинчен кăштах каласа парасшăн. Вăл хулара ÿнер шкулне çÿретчĕ. Кунта 9 класс пĕ- тернĕ хыççăн Шупашкарти ÿнер колледжне вĕренме кĕчĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн çав колледжрах преподаватель пулса ĕçлесе пăхрĕ. Пĕрре Канаша килсен ман пата кĕчĕ, чылай- ччен унпа чуна уçса калаçса лартăмăр. Таньăн çак сăмахĕсем ман аса кĕрсе юлчĕç: «Пурнăçра хамăн чун ыйтакан ĕçпе ĕçлемелле. Эпĕ чăвашсен халап-юмахĕсене, сăмахлăхĕ- сене тĕпчесе тĕрлĕрен капăрчăксем _ хăлха çаккисем, мăй çыххисем тăва- тăп, вĕсене Интернетра хамăн сайта вырнаçтаратăп. Вĕсене тума саккас паракансем те пур», _ терĕ вăл мана. Мана пирĕн шкултан вĕренсе тухса кайнă ачасем çак алă ĕçне манманни питĕ савăнтарать. «Паха тĕрĕ» фабрика 150 çул тултарнă тĕле Геннадий Иванов-Орков икусствовед кĕнеке кăларчĕ. Ун хуплашкине Таня Андреева хатĕрлерĕ. Искусствовед Таньăпа питĕ кăмăллă. Таня колледжран вĕренсе тухнă май диплом ĕçне хатĕрленĕ чухне Иванов-Орков унăн кураторĕ пулнă.
_- Галина Арсентьевна, эсир ачасен ĕçĕсене тĕрлĕрен куравсене тăратмастăр-и;
— Унсăр мĕнле пултăр-ха. Иртнĕ çул Канашри хула музейĕнче ачасен ĕçĕсенчен курав йĕркелерĕмĕр. Унпа хула çыннисемпе унăн хăнисем тĕп-лĕн паллашма пултарчĕç. Унсăр пуçне пĕлтĕрех Канаш хули 100 çул тултарнă ятпа пысăк уяв пулчĕ. Ачасен ĕçĕсене пуçтарса вĕсене хула уявĕн-че кăтартрăмăр.
Чăваш тĕррине эпир 5-мĕш клас- ранах вĕренме тытăнатпăр. 6-мĕш класран пуçласа ачасем манпа пĕрле мастер-классене çÿреççĕ. Хулан çавра çулне уявланă чухне хĕрачасем манпа пĕрле мастер-класс кăтартма тухрĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче хамăр шкулта ачасен ашшĕ-амăшĕсем валли фестиваль ирттересшĕн. Унта та хĕрачасемпе мастер-класс кăтартма хатĕрленетпĕр. Ачасен пултарулăхне курса ашшĕ-амăшĕсем хĕпĕртетчĕр, савăнччăр тетпĕр.
— Сирĕн хăвăрăн хăвăр алăпа çĕлесе тĕрленĕ чăваш хĕрарăмĕн кĕпи пур-и;
— Евгения Николаевна Жачева пурăннă чухне вăл кăтартса, вĕрентсе пынипе çине тăрсах чăваш хĕрарăмĕн кĕпине çĕлерĕм. «Эсир Канашра пурăнатăр, унта ĕлĕк-авал кĕпен çаннисене, çанăсен вĕçне, кăкăр умне, аркисене мĕнле тĕрĕсемпе илемлетнĕ, çавсене тĕрĕс вырнаçтарса хатĕрлĕр хăвăра валли кĕпе», — тесе ырă сунчĕ.
Василий ЛАПИН
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн
Пĕршенер ялĕ

