Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Шкул музейĕнче ăсталăх класĕ ĕçлет

Шкул музейĕнче ăсталăх класĕ ĕçлет


Çеçпĕл вăтам шкулĕнче «Туслăх музейĕ» 1969 çулта ĕçлеме тытăннă.
Çак тапхăрта музейăн тĕп фончĕ çĕршер экспонатпа пуянланчĕ. Музейра час-часах ăсталăх класĕ тата чăваш чĕлхин йăли-йĕркипе çыхăннă уроксем иртеççĕ. Музей ĕçне обществолла йĕркепе физкультура учителĕ Александр Петров тытса пырать.
Çак кунсенче музейра кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли черетлĕ ăсталăх класĕ иртрĕ. Пиллĕкĕмĕш класра вĕренекенсемпе кĕçĕн класс учителĕсем «Çăм тата унран тунă тумтир» ăсталăх класĕ кăтартрĕç. Ачасем питĕ кăсăкланса курса тăчĕç, хăйсем те ĕç хатĕрĕсене алла илсе ĕçлесе пăхрĕç.
Музей экспоначĕсем мăн асаттесен тапхăрĕнчи пурнăç тытăмĕпе тĕплĕнрех паллашма тата ăнланма пулăшаççĕ.
Альбина ВАСИЛЬЕВА
кĕçĕн классене вĕрентекен

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *