Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен пытанмалли бетон курупкасем лартма пуҫланӑ.
Хальлӗхе вӗсене Ленин комсомолӗн тата Хусанкай урамӗсенче вырнаҫтарнӑ. Вӗсем «МТВ» суту-илӳ центрӗ патӗнче те пулмалла.
Пӗтӗмпе хулара ҫавнашкал 11 бетон курупка лартма палӑртнӑ. Хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче вӗсене хӑвӑрт лартма пулӑшнӑшӑн «ВНИИР» Прогреса» тав тунӑ.
Курупкасенче шалта ҫутӑ лампи, вентиляци шӑтӑкӗ пур. Алӑксем питӗрӗнчӗк мар.

