Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Груз тиенĕ черетлĕ колонна çула тухнă

Груз тиенĕ черетлĕ колонна çула тухнă


Иртнĕ эрнере Чăваш Енрен ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна груз тиенĕ черетлĕ колонна çула тухнă. Република унта 100 тонна ытла апат-çимĕç тата техника ăсатнă.
Пысăк технологиллĕ оборудованипе техникăна регионти промышленность тата строительство организацийĕсем пулăшнипе пухнă. Груз _ ятарлă çар оерацийĕн тĕллевĕсене пурнăçлакан пилĕк çар чаçĕ валли.
Колоннăна инçе çула ăсатма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Олег Алексеевич ыр кăмăллăх грузне çар служащийĕсене мĕн кирлине шута илсе йĕркеленине палăртнă. Вăл çар ĕçĕпе çыхăннă тĕллевсене пурнăçлама та, салтаксене йăла ыйтăвĕсене татса пама та пулăшĕ. «Ентешсене, Тăван çĕршыва вĕсемпе юнашар тăрса хÿтĕлекен салтаксене пулăшсах тăратпăр. Вăрах кĕтекен Çĕнтерĕве çывхартакансемпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр. Паян тата пилĕк фура ăсататпăр, çакă эпир салтаксене сăмахпа та, ĕçпе те пулăшнине çирĕп- летет», _ пĕлтернĕ регион ертÿçи. Çавăн пекех боецсене пулăшакан общество организацийĕсемпе волонтерсене тав тунă.
100 тонна груз калăпăшĕ пысăк. Çак йышра пысăк технологиллĕ оборудованин 222 единици. Вĕсенчен пĕр пайне хамăр республикăра туса кăларнă, ыттине _ туяннă. Конвой тытăмĕнче квадрокоптерсем, аккумуляторсемпе заряд станцийĕсем, база антеннисем, радиостанцисем тата ытти кирлĕ чылай хатĕр пулнă. СВО пыракан вырăна çавăн пекех йывăç-хăма тата апат-çимĕç ăсатнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *