Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Иккĕмĕш тапхăр пуçланать

Иккĕмĕш тапхăр пуçланать


Лапсар тăкăрлăкĕнче тĕплĕ юсавăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать.
Ĕçлемелли участок вăрăмăшĕ – пилĕк километр ытларах. Хальхинче инженери инфраструктурине ытларах тимлĕх уйăрĕç. Объектра çĕнĕ тĕревсем вырнаçтарнă та ĕнтĕ, участоксенчен пĕринче электропередача линийĕсене куçарнă. Çав вăхăтрах газопровода та куçараççĕ, çĕр айĕнчи коммуникацисемпе ĕçлеççĕ. Водопровод тĕлĕшĕнчен çитес тапхăрта йывăрлăхсем ан пулччăр тесе шурфсем тăваççĕ. Çавăн пекех инертлă материалсем хатĕрлеççĕ.
Унсăр пуçне подрядчиксем участок тăрăх транспорт мĕнле çӳренине сăнасах тăраççĕ. Юр ирĕлнĕ вăхăтра ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *