Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Илемлĕ кĕвĕсем янăранă

Илемлĕ кĕвĕсем янăранă


Канашри музыка шкулĕнче вĕренекен ачасем валли хăйне евĕрлĕ концерт лартса панă. Сцена çине Чăваш Енри Культура министерствин Симфони капеллин хорĕ тухнă. Вĕсем ачасем валли «Детские песни большой страны» программа хатĕрленĕ пулнă.
Залра ларакансем хăйсене ĕлĕкхи юмахсен витĕмне лекнĕнех туйнă. Юрăçсем Антошка тата Чебурашка çинчен шăрантарнă. Пĕчĕк Енот юррине юрласа панă. Сцена çинчен Евгений Крылатовăн, Максим Дунаевскин, Алексей Рыбниковăн, Александр Островскин тата ытти паллă композиторсен кĕввисем янăранă.
Концерт «Культурная среда» тата ЯркоВЧувашии проектсен ырă витĕмĕпе иртнĕ, çак мероприяти пĕчĕк хуласенче пурăнакансене культурăпа çывăхлатма май панине тепĕр хутчен кăтартса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *