Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Иртнĕ çулсен кĕрлевĕ

Иртнĕ çулсен кĕрлевĕ


Малалла утакана каялла çаврăнса пăхни яланах усăллă.
Ваттисен сăмахĕ.
Кашни çыншăн хăй çуралса ÿснĕ вырăн хаклă. Тăван енре хĕвел те çутăрах, çÿлти тÿпе те кăвакрах, шур хурăн та шурăрах, çăлкуç шывĕн сасси те янравлăрах,_ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ чылай çул аякра пурăнса тунсăхланă çынсем. Пурин те тăван кĕтесĕн ирт- се кайнă кун-çулĕ çинчен ытларах та ытларах пĕлес килет. Ăна тĕплĕнрех пĕлни аслă çĕршыв çинчен нумайрах пĕлме, ăна хакласа юратма вĕрентет. Тăван кĕтес вăл _ Раççей вăй-хăвачĕн пĕр тĕпренчĕкĕ. Юлашки вăхăтра Вăрăм юхан шывĕн тăрăхĕнчи ялсенче çуралса ÿснисем те час-часах вырăнти иртсе кайнă пурнăçпа кăсăкланаççĕ.
Хăшĕсем шыв çинче тахçан кĕрлесе ĕçленĕ шыв арманĕсен историйĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн. Шел пулин те, вĕçсе иртекен вăхăтăн авăрĕн- че тахçан ĕçленĕ армансен ĕмĕрĕсем те иртсе кайса куçран çухалчĕç, вĕсен йĕрĕсемпе паллисем те курăнмаççĕ. Арман лапамĕсенче халь шурă тĕтре кăна çулласенче канлĕн тĕлĕрсе çĕр каçать. Çапах та, теме пула, çын асĕнче тавралăхри тĕрлĕрен вырăнсен ячĕсем нумайччен сыхланса юлаççĕ.
Вĕсем пулăшнипе иртни çинчен нумай пĕлме пулать. Вăрăм шывĕн тăрăхĕнче те вĕсем йышлă.
Пирĕн таврари Вăрăм, Кĕтне, Вăта шывĕсем çинче те 19-мĕш ĕмĕртех сахал мар шыв арманĕсем çĕкленнĕ. Вĕсене ăсталаса ĕçе кĕртекенсем Чулхула тăрăхĕнчен куçса килнĕ вырăс çыннисен йăхĕсем пулнă. Вĕсем кунти тавралăха питĕ кăмăлланă. Шывсем шăрăх çанталăкра та типсе ăшăхланман. Çуркуннесенче капланса юхакан шыв анлă улăхсене сарăлса хăйĕн хăватне чакарнă. Çывăхрах ватă вăрмансен чăтлăхĕсем. Шыв хĕррисенче йышлă ялсем вырнаçнă. Вĕсенче çĕр ĕçĕпе тăрмашакан хресченсем пурăннă. Халăха çăкăр пĕçерме çăнăх, тин- кĕле пăтти валли кĕрпе кирлĕ. Арман кĕлечĕсене йывăçран пураса тунă. Çивиттисене курăс хуппа витнĕ. Вĕсене ăнăçлă вырăнсене вырнаçтармалла пулнă. Шыв пĕвисене шĕшкĕ вуллисене çĕрпе тата улăм хутăшĕсене купаласа хăпартса пĕвенĕ. Çурхи шывран сыхланма пĕве умĕнчи çырана чавса шыв çулĕсем тунă, шыва улăх айлăмне юхтарнă. Арман хуçин пурăнмалли çурчĕ те кунтах. Вĕсем çак таврăлаха йăмра йывăççисем лартса капăрлатнă.
Ямăт шыв вăйĕпе усă курса тырăран çăнăх тăвакан асамлă машинăна çын шухăшласа кăларма пултарни, чăнах та, тĕлĕнмелле.
Арман хуçисем чăннипех те ăста та ĕçчен, ăслă та маттур, пултаруллă та анлă тавра курăмлă çынсем пулни пурне те савăнтарать, тĕлĕнтерет.
Акă арман хуçи вешник хăмине уçать. Капланса тăракан пĕве шывĕ йывăç валак тăрăх юхса сарлака кĕреçи çине тăкăнать. Арманăн пысăк урапи çийĕнчех сас кăларса çаврăнма пуçлать. Унăн вĕренерен ăсталаса тунă ?шăлĕ-сем/ шестернисем урлă йывăр арман чулĕсен тĕнелне çавăрттарма пуçлаççĕ. Икĕ арман чулĕ хушшинчи тырă вĕтелсе çăнăх пулать. Арман урапине çавăракан шывĕ кăпăкланса шавласа аялалла сиксе ăшăхах мар кÿлĕ тăвать.
Кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен арманта халăх яланах йышлăн хĕвĕшет. Хытă чышса тултарнă тырă миххисене лашапа лавсемпе турттарса килнĕ. Армана килнисем çийĕнчех черете тăнă. Арман кĕлечĕн пĕренисем çинчи йывăç пăтасем çине шурă пиртен ятарласа çĕленĕ, тырă тултарнă хутаçсем çакнă. Вĕсем çине пĕр-пĕринчен уйăрса илме йăх паллисене тĕрлесе ÿкернĕ. Вулама-çырма пĕлмен халăх ялти кашни çемьен паллине пĕлнĕ. Тĕслĕхрен: Шăвăç Ваньккин _ урапан малти тĕ-нелĕ. Шăвăç Праккин _ йĕнерчĕк унки, Тимма Митюрккин _ сăра пички.
Арманта халăх пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме тăрăшнă. Пĕрисем тырă миххисене пусма картлашкисемпе хăпарса пĕрнене пушатнă. Арман хуçи чулсем хушшинчен юхса тухакан çăнăх пахалăхне аллипе хыпашласа пăхса тĕрĕсленĕ. Теприсем ырçари ăшă çăнăха михĕ çине тултарнă. Арман хуçи çумĕнче ĕçлекен арман чулĕсене зубилăпа çапса, вут-хĕм сирпĕтсе тăва- рать. Çак кăткăс ĕçе кашни эрнере пĕрре тумалла. Кунта пурин валли те ĕç çителĕклĕ. Хăлтăртатса сас тăвакан арман кĕлетĕнче яланах çăнăх тĕтрин ырă шăрши хуçаланать. Армана килнисем хăйсен черетне кĕтсе пĕр-пĕринпе калаçса çĕнĕ хыпарсемпе паллашаççĕ.
Суеçтерме пĕлекенсем те халăх хушшинче сахал мар. Вĕсем çынсене култарма, савăнтарма ăста. Калаçма юратманнисем ?итлеме юратаканнисем/ те сахал мар кунта. Тепĕр чухне хирĕçÿ те сиксе тухать. Арман хурал пÿрчĕсем хальхи вăхăтри клуб çурчĕ-сем вырăннех пулнă.
Тырă авăртса ĕç вĕçленĕ çынсем ĕçшĕн шайка тырри тÿлесе килĕсене саланаççĕ. Тепĕр чух çынсем кунтах çĕр каçаççĕ.
Апашпа Хачăм тата Мăн çырма шывĕсем Вăрăма юхса кĕнĕ вырăнсенче тăватă шыв арманĕ кĕрлесе ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри Вăрăм шывĕпе Апаш çырми пĕрлешнĕ вырăнта пулнă. Ăна Сиккасси ялĕн çĕрĕ çине Пастухов Николай Васильевич ?Микулкка/ туса лартнă. Вăл вăхăтра Маяк ялĕ пулман. Н.В. Пастуховăн вутлă арман та пулнă. Арман хуçин кун-çулĕ çинчен вырăнти халăх лайăх пĕлет. Колхозсем йĕркеленсен армансене вĕсен аллине панă. Анчах армансем часах ĕçлеме пăрахнă.
Маяк ялĕн хастарĕсем çак армана 1960 çулчченех ăнăçлă ĕçлеттерме пултарнă.
Кивĕ Шелттем ачисем вĕренме Сиккасси шкулне çÿренĕ çулсенче шкул ачисен сукмакĕ ĕçлекен арман çумĕ-пех иртсе каятчĕ. Паянхи пекех лайăх астăватăп ?1955-1958 ç.ç./ Кузнецов Константин Андреевич арман хуçин ĕçĕсене пурнăçласа пыратчĕ. Вăл иртнĕ вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Хăй ĕçне пĕлсе, тирпейлĕ, ăнăçлă пурнăçласа пынă.
Эпир, шкул ачисем, арман мĕнле ĕçленине сăнаса киленеттĕмĕр. Час-часах хам юлташпа, Василий Максимовпа, шкултан килнĕ чухне çула май арман мĕнле ĕçленине пăхса, унăн вăрттăнлăхĕсене тĕпчесе пĕлме тăрăшаттăмăр. Тырă миххисене йăтса ухса пĕрнене тултараттăмăр. Хура уссиллĕ кăмăллă арман хуçи, мельник, яланах пире пĕлменнине тĕплĕн ăнлантарса пама ÿркенместчĕ.
Мăн çырма Вăрăм шывĕпе пĕрлешнĕ вырăнта тепĕр шыв арманĕ пулнă. Çынсем ăна «Аялти» е «Мишка арманĕ», _ тенĕ. Арман хуçи, Пастухов Михаил Иванович, Вăл Сиккасси ялĕнчи арман хуçин Н.В. Пастуховăн çывăх тăванĕ. ?Ашшĕсем пĕртă-ван/. Вĕсем пĕр вăхăтрах Кĕçĕн Пăва шывĕн тăрăхĕнчен куçса килнĕ вырăс çыннисем. Çĕнĕ Шелттем çыннисене кунти армана çÿ-реме питĕ лайăх пулнă. Арман хуçи арманĕнчен инçех мар сăрт айĕнчен юхса тухакан çăлкуç çывăхĕнче пусă ?çăл/ пураса ăсталанă. Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ пулин те çак вырăна халĕ те «Мишка çăлли» теççĕ. Иртен- çÿрекенсем шăрăх çанталăкра çак çăлкуçăн сивĕ, таса та тутлă шывне ĕçсе савăнаççĕ.
Армансем кĕрлесе ĕçленĕ çулсенче арман хуçисем вырăнти чăвашсемпе килĕштерсе ĕçленĕ, пĕр-пĕрне яланах пулăшса пынă, хисепленĕ. Арман хуçи Мишка та Кивĕ Шелттем хĕрĕпе Варварипе паллашса çемье çавăрать. Вĕсем икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ.
1900-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăйлă чирлесе пĕр эрне хушшинче кĕтмен çĕртен ашшĕпе амăшĕ пурнăçран уйрăлаççĕ. Вунă çулхи Шимкăпа ?Ефимия/ çичĕ çулхи Анюта тăлăха юлаççĕ. Ашшĕпе амăшне арман хуçисем тирпейлесе Çĕнĕ Шелттем масарне пытараççĕ.
Йĕпреç тăрăхĕнчи Вырăс Тимеш ялĕнче пурăнакан арман хуçи тăлăх хĕрсене хăй çемйине усрава илнĕ.
Шыв арманĕ Потапов аллине куçсан колхозсем йĕркеленичченех лайăх ĕçленĕ. Çитĕнсе çитсен хĕрсем качча тухаççĕ. Шимккана ?Ефимия/ Вăрăмпуç ялĕнче пурăнакан ?ман пулас асатте/ Воронцов Леонтий Егорович качча илет.
Анюта çак ялтах ĕçлесе пурăнакан чĕн тăвакан Осанов Петр Андреевич вырăспа çемье çавăрнă. Ку вара пурнăçăн тепĕр историйĕ.
«Çÿлти арман» Вăрăм шывĕн ял енчи çыранĕнче вырăн тупнă. Юнашарах сăрт тÿпинче Кивĕ Шелттем ялĕ. Арман хуçи Егор Сергеев ?Емелкка/, мучар вырăсĕ. Ку тĕлĕнмелле илĕртÿллĕ вырăн. Анлă улăхăн пĕр енче çĕр айĕнчен тапса тăракан çăлкуçсем, вĕсем хăйсен шывĕсене пĕчĕк çырма туса анлă юхан шыва ăсатаççĕ. Кунтах çын пырса кĕрейми шурлăх путлăхĕсем, çирĕк йывăçĕсен чăтлăх вăрманĕ.
Вăрăм шывĕн тепĕр енче Иван Касьяновăн тимĕрçĕ лаççинчен тимĕрĕн янравлă сасси илтĕнсе тăрать. Кунти армана икĕ Шелттем çыннисем çеç мар, çывăхри ялсенчен те çÿрекенсем йышлăн пулнă.
Çурхи шыв улăха анлă сарăлсан, арман пĕр вăхăт ĕçлемен. Емелькка хăйĕн арăмĕпе ĕнипе йышлă сурăхĕсене ялти вăртанĕ Сава патне вăхăтлăха шыв чакса кайиччен усрама куçарнă.
Саван çырма улăхĕн чăнкă çыранĕн-че çĕр чавса тунă çĕр мунча пулнă. Емелькка çемйи çакăнта çăвăнса тасалнă.
Ир енне улăха сарăлнă шыв чакса хăйĕн вырăнне йышăннă. Улăхри ланкашкара шыв çÿхе пăрпа витĕннĕ. Ял халăхĕ кашни ир савăтсем илсе улăха васканă. Пăр ватса унти пысăк пулăсене тытса ыр курнă.
Хачăм çырминчен аяларах Вăрăм шывĕ çинче тепĕр арман пулнă. Вăл Пĕршенер ялĕн çĕрĕ çинче вырнаçнă. Ытларах ку армана çак ял çыннисем çÿренĕ. Хуçи _ Миркушка, вăл мучар вырăсĕ. Вырăнти халăхпа туслă пурăннă. Кивĕ Шелттем ялĕнче пурăнакан катка-пичке ăстипе Мĕтри Семеновичпа килĕштрнĕ. Митюрккан арăмĕ, Наташа, вырăс хĕрĕ. Вăл Кĕтне шывĕ çинчи арман хуçипе Шалин Петр Ульяновичпа пĕртăван ?йăмăкĕ/. Миркушкапа Шалин _ тăвансем.
Каярахпа çак арман хуçи пулса Пĕршенер ялĕнчи Михаил Алексеевич Алексеев ĕçленĕ. Вăл вăхăтсем çинчен пирĕн тăрăхри паллă çыравçă Василий Степанович Лапин «Река _ Урюм» ятлă статйинче тĕплĕн çырса кăтартнă.
Кĕрлесе ĕçлекен шыв арманĕсем колхозсен аллине куçсан майĕпен юрăхсăра тухса пынă. Вĕсене юсаса пăхса тăракан ăстасем тупăнман. Пĕвесене çурхи шывсем татса кайнă. Çак çулсенче мазутпа ĕçлекен пĕр цилиндрлă вутлă армансем шыва вараласа ĕçлеме пуçлани те шыв арманĕсене тĕп тума пулăшнă. Ямăт шыв вырăнне хаклă шĕвекпе усă курма пуçлани те хуçалăхсене хакла ларнă.
Арман кĕлечĕсем хавшаса кивелнĕ, чулĕсем çурăлса пĕтсе юрăхсăра тухнă. Шыв çинче пĕвесем çухалнипе юхан шыв хăвăртлăхĕ ÿснĕ. Кĕрлесе юхакан шывăн çурхи пысăк пăрĕсем кукăр-макăр çырмасен пăрăнчăкĕсенчи чăнкă çырана пырса çапса вĕсене ишсе пĕ-тернĕ. Шыв çĕнĕ çул туса юхан шыва кĕскетнĕ, тÿрлетнĕ.
Армансем ĕçленĕ чухне улăхри çерем çинче вылякан ачасем çырантан çырана сиксе каçмалла вылянă. Пĕвесем çухалсан Вăрăм сарлакăшĕ 30-40 метра çитнĕ. Ĕлĕкхи шыв çулĕнчен кивĕ шыв çулĕ ?старица/ тулса шурлăхланса пынă. Чăнкă çырансем ишĕлсе пынипе хаклă хура тăпра усăсăр юхса хуçалăхсене пысăк сиен кÿнĕ. Шыв хĕррисенче ÿснĕ пур-çук йывăçсем куçран çухалнă.
Çак хуçасăрлăх инкекне сирес тĕллевпе 1980 çулсен пуçламăшĕн- че эпир, Шелттем шкулĕнче вĕренекен ачасемпе пĕрле, Вăрăм шывĕн икĕ çыранĕ тăрăх йывăçсем лартса тухрăмăр. Çак пархатарлă ĕçе бригада çыннисем те хутшăнчĕç. Вăл вăхăтра вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем _ Виктор Петрович Шамбулин, Николай Иванович Шатовпа Вячеслав Николаевич Андреев _ çак ĕçе хастар хутшăнчĕç.
Вĕсем тăрăшнипе лартмалли йывăçсем те тупăнчĕç. Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Лартнă йывăç хунавĕсем аталанса ÿссе икĕ çырана вăрман чăтлăхĕпе хупăрларĕç. Çырансем çирĕп- ленсе ишĕлме пăрахрĕç. Кунта халь хăйне май пурнăç вĕресе тăрать. Çуллахи ăшă каçсенче шăпчăксем хăйен ытарлă юррисене шăрантараççĕ. Ютран куçса килнĕ ондатрăсем çыран хĕрринчи кашласа ÿсекен симĕс хăмăшсене çисе савăнаççĕ. Паха тирлĕ хăнтăрсем йывăç вуллисене кăшласа шыв çинче пĕвесем пĕвелесе шыва тарăнлатаççĕ, унта пулăсем ĕрчеççĕ. Юхан шыв айлăмĕн типĕ те вăрттăн вырăнĕсенче пурăнакан кайăк кăвакалсем те чĕпĕ кăларса хăйсен пĕчĕк мамăклă айванĕсене пуçласа шыв хĕрне васкаса ертсе каяççĕ.
Чарăнма пĕлмен вăхăт малаллах чупать. Çĕр çинчи пурнăç йĕркисем те улшăнсах пыраççĕ. Тахçан Вăрăм шывĕ çинче кĕрлесе ĕçленĕ армансемпе вĕсен хуçисен мĕлкисене те пулин манса каяр мар. Вĕсем эпир юратса пурăнакан мăн асаттесен тантăшĕсем.
Николай ВОРОНЦОВ,
Кивĕ Шелттем ялĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *