Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑк наркотик сутса укҫа тӑвас тенӗ. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Каччӑн ҫумӗнче 15 грама яхӑн гашиш тата наркотик вӑрттӑн хумалли вырӑнсене кӑтартнӑ телефон пулнӑ.
Пакунлисем кайран Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи вӑрманта ҫавӑн пек вӑрттӑн вырӑнта 7 грама яхӑн марихуана хунине тупса палӑртнӑ.
Ҫӑмӑл майпа укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки каччӑ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ асӑрханӑ. Унӑн наркотика пӗр ҫӗртен илсе кайса ӑна пӗчӗкшер партипе хурса ҫӳремелле пулнӑ.
Наркотик сарнӑшӑн ӑна 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.

