Правительство ҫуртӗнче «Пирӗннисен вӑхӑчӗ» программӑна хутшӑнакансемпе вӗсен наставникӗсем пухӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку проект ертӳлӗх кадрӗсемпе пуянлатма пулӑшнине, СВО ветеранӗсене обществӑра хӑйсен вырӑнне тупма май панине палӑртнӑ. Атӑлҫи округӗнчи полпредӑн ҫумӗ Александр Тихонов ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсемпе вӗсен ҫемйисене тӗревлес, ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе вӑйлатма сӗннӗ.
2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑй илнӗ «Пирӗннисен вӑхӑчӗ» проекта пирӗн республикӑра 33 ҫын хутшӑнать, вӗсенчен 4-шне яваплӑ должноҫсене ҫирӗплетнӗ. Тӗслӗхрен, Денис Андреева, ҫар службинче 26 ҫул тӑрӑшнӑскере, Ҫӗмӗрлери хысна учреждени директорӗн тилхепине шанса панӑ.
Хамёр инф?

