Иртнĕ вырсарникун Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче харăсах пĕлтерĕшлĕ виçĕ пулăм пулса иртнĕ: çамрăк хастарсене «Мы помним» шырав отрядне илнĕ, Канаш тăрăхĕн волейбол енĕпе первенствине йĕркеленĕ тата «ЗАГЕНИ» студин картинăсен куравне уçнă.
Çав кун Мускавран тăван тăрăхне Раççей Геройĕ Николай Федорович хăйĕн мăшăрĕпе Татьяна Дмитриевнăпа пĕрле килсе çитнĕ. Вĕсем кун йĕркинчи кашни мероприятие пысăк хавхаланупа хутшăннă.
Фойере хăнасене патриотизм туйăмĕллĕ пысăк баннер кĕтсе илнĕ, унта шкулти «Мы помним» шырав отрячĕн ĕçне туллин курса хаклама ма пулнă. Вырсарникун шырав отрячĕн йышĕ çамрăк хастарсемпе пуянланнă. Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухне пуç хунă паттăрсене тата вĕсен манăçми паттăрлăхне ĕмĕр асра тытма тупа тунă. Николай Федорович çамрăксене кашнине удостоверени тата ятарлă паллă панă.
Шкулта чăн-чăн патриотсене çитĕнтернĕшĕн мероприятире педагогсен ушкăнне округ пуçлăхĕ Валерий Чернов та тав тунă.
Унтан спорт залĕнче волейбол ăмăртăвĕсем старт илнĕ. Хĕрÿ тупăшура çĕнтернисене Николай Федорович Кубоксемпе грамотăсем парса чысланă.
Хăнасем «ЗАГЕНИ» студин илемлĕ картинисене те курса киленме пултарнă. Çак проект Президент Фодчĕн ятарлă гранчĕ тата «Опора гражданского диалога» Чăваш Енри общество организацийĕ пулăшнипе хута кайнă. Курава студи ертÿçи Геннадий Захаров тата Анатолий Семенов «кĕмĕл» волонтер йĕркеленĕ пулнă. Вырăнти ÿнер ăстисем Николай Федоровичпа Татьяна Дмитриевнăна тăван тăрăха сăнарлакан картинăсем парнеленĕ.
Çакăн пек мероприятисем ăрусене пĕрлештереççĕ тата çамрăксенче патриотизм туйăмне тытса пыма май параççĕ. «Мы помним» шырав отрячĕ ÿс-се аталансах пытăр, куравсем çынсене хăйсен илемĕпе тыткăна илччĕр, паттăрсен ячĕсем вара ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн тата çĕнĕ ăрусен асĕнче упранччăр.

