Чӑваш Республикин премьер-министрӗ Сергей Артамонов республикӑн Патшалӑх Канашне Правительствӑн 2025 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен хатӗрленӗ отчетпа паллаштарнӑ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн, конструктивлă сĕнÿсем панăшăн депутатсен корпусне тав тунӑ. 2025 çулхи пĕтĕм ĕçе Президент палăртнă тĕллевсене тĕпе хурса тунине пĕлтернĕ.
Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев лартнă ыйтусене те шута илнĕ. Вĕсем наци проекчĕсен шутне тата рес- публикăн социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕнĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси – тĕпре. Çак тĕллевпе пĕлтĕр 10,7 млрд тенкĕ уйăрнă – 2024 çулхинчен 3 хут пысăкрах. Пулăшу мерисен шучĕ 50 яхăн пулнă, вĕсенчен 37-шĕ – регион шайĕнче. Çĕнĕ мерăсен шутĕнче – аманнăшăн пĕр вăхăтра паракан тÿлев, çар çапăçăвĕсен инваличĕсене икĕ хут пысăклатса паракан хушма тÿлев, СВОна хутшăнакансен ачисене – студентсене тÿлевсĕр апатлантарни тата стипенди пани, çĕр лаптăкĕ вырăнне сертификат пани, йÿнĕрех хакпа пĕрене-хăма туянма май пурри тата ытти те. Ку çар çыннисен çемйисен сĕнĕвĕсемпе çыхăннă.
2025 çулта тупăшсене кура пĕрлештернĕ бюджет 135 млрд тенкĕлĕх пурнăçланнă. «Çак хисепĕн 73%-чĕ – хамăрăн тупăшсем, 99 млрд тенке яхăн. Маларахри çулталăкрипе танлаштарсан – 20%, хăвăртлăх енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Тăкаксем 130 млрд ытла тенкĕпе танлашрĕç. Çак укçан иккĕ виççĕмĕш пайне социаллă сферăн аталанăвне ятăмăр – вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, çемьесене пулăшассине», – тенĕ Сергей Артамонов.
Пĕлтĕр регионти пĕтĕм продукци калăпăшĕ 776 млрд тенке яхăн пулнă, вăл 2,5% чухлĕ ÿснĕ. 2025 çул республикăн социаллă экономика аталанăвĕн икĕ программи – комплекслă тата уйрăм – пурнăçланнă пĕрремĕш çулталăк пулса тăнă.
2025 çулта тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 104 млрд тенкĕпе танлашнă. Бизнес-пĕрлешÿ 110 инвестици проектне вĕçленĕ – палăртнин 121%. Ку вăл çĕнĕ производство, çĕнĕ майсем, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем.
Республикăра 50 пин ытла предприниматель ĕçлет, çулталăкра вĕсен шучĕ 8% чухлĕ ÿснĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ 100 пин таран çитнĕ – 33%.
Республикăн тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 658 млн долларпа танлашнă. Экспорт ĕçне санкцисем пÿлеймен. Халĕ республика 85 çĕршывпа ĕçлет. Чăваш Ен экспорчĕн 99,9% – энергетикăпа çыхăнман чĕрĕ мар тавар экспорчĕ. Чикӗ леш енне ăсатнă продукцин 69% – пысăк технологиллĕ продукци.
2025 çулта Чăваш Ене килекен туристсен йышĕ 17% чухлĕ ÿснĕ, 1,5 млн таран çитнĕ. Çавăн пекех автомобиль маршручĕсем те аталанаççĕ.
2025 çулта ял хуçалăхĕ тыр-пул, куккурус, сĕт тата çăмарта хатĕрлессипе рекорд тунă. Çакна патшалăх енчен пулнă пулăшусем те витĕм кÿнĕ. Агропром аталанăвӗ валли 9,2 млрд тенкĕ уйӑрнӑ, çав шутра 2,6 млрд тенкĕ – ял хуçалăх территорийĕсене комплекслă аталантарас тӗллев- пе.
Паян республикăри кашни виççĕмĕш çын ялта пурăнать. «Пирĕн тÿрĕ тивĕç – çынсене ялта хăварасси, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси, тивĕçлĕ ĕç укçи парасси. Çавăнпа 2026 çулта ПАК сферинче 74 инвестици проектне пулăшма, 285 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрлеме палăртатпăр», – тенĕ Сергей Артамонов.
Республикăри хуласенче 1,1 млрд тенкĕлĕх тата 288 проект пурнăçланать. 2025 çулта 820 пин ытла тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Эппин, 30 пин ытла çын пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă.
Чăваш Ен экологи тĕлĕшĕнчен чи ăнăçлă 10 регион шутне кĕрет. 2025 çулта Канаш округĕнче çÿп-çапа уйăракан комплекс ĕçлеме пуçланă. Вăрмансене аталантарассине 1230 га лаптăк çинче 102% чухлĕ пурнăçланă.
Республикăри хуласенче те, ялсенче те спорт инфраструктури аталанать. Пелтĕр йĕлтĕр роллер трасси, футболла вылямалли хупă манеж, округсенче 6 уçă спорт сооруженийĕ уçăлнă.
Чăваш Ен аталанăвĕн пур сферине те цифра технологийĕсем килсе пыраççĕ. Цифра трансформацийĕ тĕлĕшĕнчен пăхсан рес- публика Раççейре 2-мĕш вырăн йышăнать. 2025 çулта вара 74-мĕш вырăнта пулнă.

