Мускавра «Краса ЖКХ-2025» пӗтӗм Раҫҫейри II конкурс иртнӗ. Ӑна ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри професси квалификацийӗ енӗпе ӗҫлекен союз йӗркеленӗ. Конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесенчен, пурӗ 49 регионтан, 587 заявка пырса ҫитнӗ.
Чӑваш Ен чысне «Уют» тата «Платина» управляющи компанисенче халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсем Ольга Андрияновапа Екатерина Дмитриева, «УК №1» компанири участок мастерӗ Татьяна Ильина тата «Волжский-3» компанин бухгалтерӗн ҫумӗ Ирина Ильина хутшӑннӑ.
Вӗсенчен иккӗшӗ «Нумай хваттерлӗ ҫурта тытса тӑрассине йӗркелекен информаци службин специалисчӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ольга Андриянова «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх потребителӗсемпе ӗҫлекен сервис-менеджер» евӗр палӑрнӑ.

