Кĕнеке – чи çывăх та шанчăклă тус. Вăл яланах çĕннине, ырра вĕрентет, тавра курăма, ăс-тăна аталантарать, шухăшлама хистет.
Ача-пăча кĕнекин эрни шкул çулне çитменнисемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк уяв.
Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ уява Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче уçнă.
«Раççейĕн кĕнеке мозаики» ятпа иртнĕ уява çыравçăсем, кĕнекеçĕсем, библиотекарьсем, пĕчĕк вулакансем тата ыттисем те хутшăннă. Ăна кăçал Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене, Ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине халалланă.
Вăл республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енре хаваслă» проектпа килĕшӳллĕн иртнĕ. Кĕнеке уявĕ «Суварята» ача-пăча ансамблĕ лартнă хаваслă ташăран пуçланнă. Вăл чăваш, вырăс, тутар тата ирçе ташшисене пĕрлештернĕ. Çавăн пекех «5 Октав» студи солисчĕсем илемлĕ юрăсем парнеленĕ.
Иртнĕ çулхи пекех кăçал та интереслĕ куравсем йĕркеленĕ. Вулама юратакан ачасем маларах кĕнекеçĕ сăнарне хатĕрлесе ятарлă конкурса хутшăннă. Вĕсенчен пуян курав йĕркеленĕ. Унта чăваш, тутар, пушкăрт тата ытти халăх кĕнекеçисене курма пулнă. Наци литературин куравĕ те ĕçленĕ. Кĕнеке тусĕсем çыравçăсенчен автограф илнĕ. Библиотека ĕçченĕсем ытти лапамра та ачасем валли кăсăклă ĕçсем тата квест-вăйăсем хатĕрленĕ.

