Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Сергей Артамоновăн кандидатурине ырланă

Сергей Артамоновăн кандидатурине ырланă


Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ пулĕ.
Ăна çак тивĕçе шанса парассине «Единая Россия» партин председателĕ Дмитрий Медведев ырланă.
«Шанса тăратăп, çĕнĕ тивĕçе вăл «Едина Россиян» Чăваш Енри ĕç-хĕлне палăрмалах тÿпе хывĕ, партин федераци тата регион шайĕсенчи проекчĕ- сене пурнăçламашкăн нумай ĕçлĕ», _ тенĕ Дмитрий Медведев.
«Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕ çĕршывра чи пысăккисенчен пĕри. Юлашки çулсенче кăна унăн йышне тăватă пин çын кĕнĕ, парти членĕсен йышĕ 45 пин çынна çитнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне партин регионти уйрăмĕн секретарĕ пулмалли йышăнăва «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн конференцийĕнче пăхса тухса çирĕплетĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *