Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитета автобуспа ҫыхӑнтарӗҫ.
Ака уйӑхӗнче муниципалитетсем хушшинче 5 автобус маршручӗ уҫӑлӗ: «Куславкка – Ҫӗнӗ Шупашкар», «Йӗпреҫ – Канаш», «Элӗк – Хӗрлӗ Чутай», «Шӑмӑршӑ – Патӑрьел» тата «Елчӗк – Патӑрьел».
Автобуссем кашни сехетре пӗрре ҫула тухӗҫ, вӗсем пульницӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра хутлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне 146-мӗш «Шупашкар – Хыркасси – Салапайкасси» тата 630-мӗш «Етӗрне – Ҫӗмӗрле» маршрутсен ҫул укҫине пӗр пек тытса тӑма палӑртнӑ.

