Правительство ларӑвӗнче республикӑри пассажир транспорчӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Республикӑра муниципалитет предприятийӗсен никӗсӗ ҫинче патшалӑх перевозчикне йӗркеленӗ. Вӑл Чӑваш Ен Транспорт министерствине пӑхӑнса тӑракан Чӑваш транспорт управленийӗ. Ун валли 2023 ҫулта 153 троллейбус тата 47 автобус туяннӑ. Юлашки 5 ҫулта пӗтӗмӗшле илсен республикӑна 221 троллейбус кӳрсе килнӗ. Чӑваш Ен республикӑра пурӑнакансене экологи тӗлӗшӗнчен таса транспортпа тивӗҫтерес енӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ларура ҫавӑн пекех лимитсӑр Пӗрлехи проездной тӑвасси пирки те калаҫнӑ. Кунашкал проездной автобусра та, тролейбусра та ҫӳреме май парӗ. Анчах ку ыйтупа мӗнле йышӑну туни паллӑ мар.

