Шупашкарта Чӑваш тавра пӗлӳҫисен регионсен хушшинчи «Чӑваш Ен Раҫҫей историйӗнче» форумӗ иртнӗ.
Унта Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи тавра пӗлӳҫӗсем, ӑсчахсем, вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Вырӑс патшалӑхне хӑй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитнине, Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

