Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене шкул тата спорт форми туянма уйӑракан укҫа виҫи ӳснӗ.
Кӑҫал тӳлев пӗр ача валли 15 пин те 158 тенкӗ пулӗ. Ку хаксем ӳснипе ҫыхӑннӑ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансен шучӗ ҫулран-ҫул нумайрах.
Тум туянма укҫа илес текенсен патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ е нумай ӗҫ тӑвакан центра ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫитсе заявлени ҫырмалла.

