Шупашкарти студентка ултавҫӑсен аллине лексе ҫур миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
19 ҫулти хӗр пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче интернетра каччӑпа паллашнӑ. Йӗкӗт криптобиржӑра тупӑш тумалли майсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗр ӑна ӗненнӗ, вӑл каланипе телефонӗ ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ. Унтан кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана ҫав «менеджер» каланӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт иртсен студентка ӗҫлесе илнӗ тупӑша илес тенӗ те – илеймен. Тинех ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Тупӑш тӑвас тесе вӑл 500 пин тенкӗ ҫухатнӑ.

