Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Уяв умӗн тӳлев парӗҫ

Уяв умӗн тӳлев парӗҫ


Ҫулсерен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене тата «вӑрҫӑ ачисене» Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн тӳлев параҫҫӗ. Ӑна кӑҫал та пама палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ача чухне концлагерьте пулнисем, фронтовиксен тӑлӑх арӑмӗсем 10-шар пи тенке тивӗҫӗҫ. Тыл ӗҫченӗсене тата «вӑрҫӑ ачи» статуса тивӗҫнисене 3-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Сӑмах май, республикӑра 35 вӑрҫӑ сусӑрӗ тата ветеранӗ, Ленинград блокадине тӳснӗ 21 ҫын, ача чухне концлагерьте пулнӑ 27 ҫын пурӑнать. Вӑрҫӑ вӗтеранӗсен тӑлӑх арӑмӗ – 633 ҫын. 180 ҫыннӑн – тыл ӗҫченӗн статусӗ. «Вӑрҫӑ ачи» статуса вара 36 пине яхӑн ҫын илнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *