Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Хор фестивальне хутшӑннӑ

Хор фестивальне хутшӑннӑ


Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем Трактор тӑвакансен культура керменне пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин регионти уйрӑмӗпе пӗрле Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ирттернӗ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек фестивале пирӗн республикӑра 13-мӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче унта тӑватӑ категорири коллективсем хутшӑннӑ: ача-пӑча, клубпа кану ҫурчӗсенчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ аслисен ушкӑнӗсем, вӗрену учрежденийӗсенчи ачасен тата аслисен ушкӑнӗсем.
Сцена ҫине 14 муниципаллӑ округпа 2 хуларан килсе ҫитнӗ, пурӗ 600 ытла ҫынлӑ, 30 коллектив тухнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *