Чăваш Республикин Спорт министерствин анлă ларăвĕн коллегийĕнче отраслĕн туса ирттернĕ ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ тата унăн малашлăх çул-йĕрне хăвăрттăн аталантарма пулăшакан задачăсене пăхса тухнă. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
Курăмлă кăтартусем те пур: Чăваш Ен ГТОна пурнăçа кĕртсе пырассипе çĕршывăн ТОП-3 регионсен йышĕнче пырать. Республикăра çак çитĕнĕве тытса пынипе пĕрлех ăна лайăхлатас енĕпе те çине тăрса ĕçлеме палăртаççĕ.
База тĕсĕсен ?виды/ шучĕ 18-тан пуçласа 21-е таран ÿснĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче лидерсен тройкине лекнĕ. Спортăн 23 тĕсĕ хăйсен аталанăвĕ валли бюджетран укçа-тенкĕ тĕревне тивĕçме пултарать.
Чăваш Республикинче спорт- сменсен апатланăвĕ çине каякан тăкаксен нормине те палăрмаллах ÿстернĕ. Кунта вĕсем ăмăртура тата çавăн пекех вĕренÿпе тренировка сборĕсенче пулнă чухнехи тапхăра та шута илнĕ.
Массăллă спорт çинче уйрăммăн чарăнса тăмалла. «Самбо в школу», «Плавание для всех», «Активное долголетие» проектсем пулăшнипе çулталăк хушшинче кăна 36 пине яхăн шкул ачипе аслă ÿсмĕри 10 пин ытла çын хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Кăçал шкулсенче «Биатлон», «Легкая атлетика», «Лыжные гонки» тата «Кĕрешÿ» спорт тĕсĕсене уйрăмах вăйлатма палăртнă.
«Çитĕнÿсем пур, вĕсене малашне те ÿстерсе хушсах пырăпăр. Тренерсене, спортсменсене тата спортăн пĕтĕм сообществине курăмлă кăтартусемшĕн тата ĕçе чунпа парăннăшăн тав тă- ватăп», _ тенĕ регион ертÿçи Олег Николаев.

