Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Çынсем тĕлпулăва сĕнÿсемпе те килнĕ

Çынсем тĕлпулăва сĕнÿсемпе те килнĕ


Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Ун патне приема 15 çын çырăннă пулнă. Пĕрлехи калаçу «Единая Россия» партин штабĕнче иртнĕ, вăл икĕ сехет çурă пынă.
Тĕлпулăва республикăн тĕрлĕ округĕнче пурăнакансем килнĕ. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене паракан тÿлевсемпе компенсацисем çинчен калаçнă, СВОра пуç хунă паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе астăвăма кĕртсе хăварассине сÿтсе явнă. Медицина пулăшăвĕ, çул-йĕре йĕркене кĕртесси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтăва çĕкленĕ.
«Чылайăшĕ тĕлпулăва сиксе тухнă йывăрлăхпа кăна мар, конкретлă сĕнÿпе те килнĕ. Кашни обращенине контроле илтĕмĕр, вĕсене профильлĕ ведомствосемпе тата округсен администрацийĕсемпе пĕрле татса пама тăрăшăпăр», _ палăртнă Алла Салаева.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *