Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Библиотекăна 20 кĕнеке парнеленĕ

Библиотекăна 20 кĕнеке парнеленĕ


Ача-пăча кĕнекин эрнине халалланă мероприяти Мускавра Раççей патшалăх библиотекинче иртнĕ. Унта Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат та хутшăннă.
Мускавра пурăнакан чăваш çамрăкĕсене вăл Чăваш Ен çинчен каласа кăтартнă, хăйĕн сăввисемпе паллаштарнă, купăс каласа юрăсем шăрантарнă. Ачасем наци тумĕпе сцена çине тухса Светлана Асаматăн сăввисене чăвашла тата вырăсла каланă.
Асăннă мероприятие йĕркелес ĕçе Мускаври Чăваш культурин обществин членĕсем хастар хутшăннă. Тĕлпулăва пухăннисем Чăваш кĕнеке издательствин Ача-пăча кĕнекисен куравĕпе паллашнă. Светлана Асамат библиотекăна 20 кĕнеке парнеленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *