Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм банк картти ҫинчен укҫа ҫухалнӑ пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах ҫакна вӑл пӗр уйӑхран кӑна сиснӗ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттернӗ те ку ӗҫе унӑн 34 ҫулти пӗлӗшӗ тунине тупса палӑртнӑ. Хӗрарӑм ӑна телефонне хӑйех эрех-сӑра туянма панӑ. Кайран пӗрле эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн арҫын телефонри банк приложенийӗпе усӑ курса унӑн счечӗ ҫинчен 95 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Банк картти ҫинчен укҫа вӑрланӑшӑн 6 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

