Нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕн администрацине «Шаг в мирную жизнь» республика проекчĕн хастарĕсем килнĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемпе вĕсен çемйисене адреслă пулăшу кÿрес тĕллевпе вĕсем тăтăшах муниципалитетсене тухса çÿреççĕ. Аса илтеретпĕр, çак тĕллевлĕ проект Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе пулса пырать.
Мероприятие округ пуçлăхĕ Валерий Чернов та хутшăннă, тĕлпулăва килнĕ çынсен ыйтăвĕсем çине ытти экспертсемпе пĕрле хуравланă. «Шаг в мирную жизнь» проект «пĕр чÿ- рече» принципĕпе ĕçлет, çавна май пĕр лапамрах кăсăклантаракан чылай ыйтăва татса пама пулать.
Канаш тăрăхĕнче «Десант поддержки» ĕçленĕ хушăра специалистсем 89 обращение пăхса тухнă, 54 çынна консультаци пулăшăвĕ панă. Тĕлпулăва килнĕ çынсем çар çыннисемпе вĕсен çемйисене тивекен çăмăллăхсемпе социаллă тÿлев, медцина тата юридици пулăшăвĕ, ĕç вырăнĕ тупассипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ.
Кашни ыйтăва специалистсем пысăк тимлĕх уйăрнă, вырăнта татса пама май килменнисене ятарлă ведомствосем çирĕп контроле илнĕ. Çакнашкал тĕлпулусем СВО ветеранĕ- сене мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма май параççĕ.

