Професси ăсталăхĕн конкурсĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл – рабочи сумне çĕклет. Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурса йĕркелесе ирттересси çинчен регионăн ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каласа панă.
Вăл палăртнă тăрăх, ĕç вырăнĕсен кашни виçĕ вакансийĕнчен иккĕшĕ рабочисем кирлипе çыхăннă. Çĕршыв шайĕнче икĕ теçетке професси енĕпе ирттерекен конкурсăн регионти тапхăрĕсене пĕлтĕр 18-шĕ енĕпе йĕркеленĕ. Икĕ професси енĕпе федераци шайĕнчи тапхăрсене те пирĕн патра ирттернĕ. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ бульдозер машинисчĕсем тата экскаваторщиксем Шупашкарта тупăшнă.
Алена Геннадьевна пирĕн специалистсем Пĕтĕм Раççейри конкурсра пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннине аса илтернĕ. Чăваш Ен кăçал та конкурса хастар хутшăнма палăртать. Çакăн валли укçа çителĕклĕ уйăрнă, республика чысне хӳтĕлес кăмăл пысăк.

