Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Конференци иртнӗ

Конференци иртнӗ


Шупашкарта наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.
«Ӑслӑлӑхри малтанхи утӑмсем» ятпа 1-мӗш шкулта йӗркеленӗ мероприятие хулари тӗрлӗ шкулта пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫемье йӑли-йӗрки ҫинчен кӑсӑклӑ докладсем хатӗрленӗ. Ачасем пӗри теп- ринчен маттуртарах пулни палӑрнӑ.
Елена Борисова хӑйӗн йӑхне тӗпчесе брошюра кӑларма та ӗлкӗрнӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулма ӗмӗтленекен Тимофей Калинин чӑвашла сӑвӑ каласа савӑнтарнӑ. Георгий Савельев квас хурса ҫӑкӑр пӗҫерме вӗреннӗ. Ӑслӑлӑх ӗҫӗнче вӗсем малашне тата пысӑкрах утӑмсем тӑвасса шанатпӑр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *