Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн, агропром ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата республика Пуçлăхĕ çумĕнчи экономикăн аслă канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Çав шутран культурăсене акма тата пухса кĕртме – 1,2 млрд (патшалăх пулăшăвĕн 27 мери), выльăхран продукци илме 874,9 млн тенкĕ (15 енĕпе) куçарĕç. Техника туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма 300 млн тенкĕ уйăрĕç. Иртнĕ 5 çулта хуçалăхсем 14,2 млрд тенкĕлĕх 4958 техника туяннă. Çав укçаран 5,6 млрд – республика бюджетĕнчен.
Ял хуçалăх отраслĕпе территорийĕсене аталантарма бюджетра укçа 2026 çулта пĕлтĕрхинчен ытларах – 9,3 млрд тенкĕ – пăхса хунă. Çав шутра ял хуçалăхне тивекен тӳпе – 5,5 млрд тенкĕ. АПК тата ял территорийĕсем кăçал 2021 çулхинчен укçа 2,1 хут нумайрах илĕç.

