К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драмӗ театрӗ «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ…» премьера кӑтартнӑ. Паттӑрсем чӑн та вилмеҫҫӗ. Вӗсем чӗррисен чӗринче пурӑнаҫҫӗ…
Пьесӑна Борис Манджиев режиссерпа Ольга Туркай автор уйрӑм ҫынна, Раҫҫей Паттӑрне, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тӳскелте ҫуралса ӳснӗ Николай Петров аслӑ лейтенанта халалланӑ. Апла пулин те, тӗп герой кунта – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен пӗрлештернӗ сӑнарӗ. Паттӑрсем вилмеҫҫӗ, вӗсен ячӗ халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать – ҫакӑн ҫинчен ку спектакль… Постановкӑн тӗп шухӑшӗ – ӗмӗрлӗх хаклӑхсем: пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ, ҫар тивӗҫӗ, чыс, тӑванлӑх, Тӑван ҫӗршыва юратни.
Тӗп сӑнара калӑплаканӗ: Александр Демидов. Спектакль режиссерӗ: Борис Манджиев. Пьеса авторӗ: Ольга Туркай.

