Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Паянтан вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли ятарлă тапхăрсем вăйра пулĕç

Паянтан вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли ятарлă тапхăрсем вăйра пулĕç

Чăваш Республикин Правительствин пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче тунă йышăнăвĕпе республикăра ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕçле режим вăйра пулĕ. Министрсен Кабинечĕн пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче тунă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вара ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ те вăя кĕрĕ.  Урăхла каласан, вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли ятарлă тапхăрсем иккĕшĕ те паянтан пуçланĕç.

Мĕн çинчен калаççĕ-ха çак ятарлă режимсем? Вĕсем вăйра тăнă чухне посадка çывăхĕнчи уйсенче, çул айккисенче тата çырмасенче кăвайт хурассинчен тытăнса тăмалла. Çавăн пекех вăрмансенче те кăвайт хума юрамĕ. Канаш лесничествин витĕмĕнче тăракан вăрмансем 50 пин ытла гектар йышăнаççĕ, вĕсем республикăри пилĕк округра вырнаçнă. Эпир, вăрманçăсем, вĕсене сыхласа хă- варас енĕпе пур енлĕн ĕçлетпĕр. Çынсемпе профилактика калаçă- вĕсем йĕркелетпĕр, рейдсене тухатпăр тата ытти те. Йĕркене пăсакансене тупса палăртсан саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене явап тыттаратпăр. Штрафсен суммисем вара — пĕчĕкех мар.

Федераллă саккунăн 141-мĕш статйипе килĕшÿллĕн уйрăм çынсене — 40 пинрен пуçласа 50 пин таранччен, должноçра тăракансене 60 пинрен пуçласа 90 пин таранччен, юридици вăйĕнче тăракансене 600 пинрен пуçласа 1 миллион таранччен тÿлеттерме пултарĕç. Чăваш Енре пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ пуçланнă май штрафсен виçи темиçе хутчен те хăпарма пултарать. 

Çавăнпа та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкес мар тесессĕн тăван тавралăха вут-кăвартан пĕрле туслă йышпа сыхлар, вăрманта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар. Вут-çулăм алхаснине асăрхасан пурне те çăлав службине 01, 101, тата 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Владимир ГЛУХОВ,

Канаш тăрăхĕнчи  вăрман

хуралĕнче  ĕçлекен лесничий

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *