Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулса пырать

Пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулса пырать


Чӑваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова 2025 çулта тата 2026 çулăн малтанхи икĕ уйăхĕнче профилактика тĕллевĕпе медицина тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци ирттернине пĕтĕмлетнĕ.
Пĕлтĕр республикăра 586,5 пин çын диспансеризаци тухнă. Планпа пăхнин – 99,9% шайĕнче. Çак йышăн 37,7% тĕплĕнрех тĕрĕсленме хушма тĕпчеве янă. Диспансеризаци кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулса пыни çинчен Лариса Тарасова кăмăллăн пĕлтернĕ – икĕ уйăхри цифрăсем иртнĕ çулхи çак тап- хăртинчен 3,5% пысăкрах.
Диспансеризаци уссине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр 44 пине яхăн çыннăн шала кайнă чирсем пулнине тупса палăртнă. Çак йышăн 53% яхăн пайĕ – ĕçлемелли çулсенчи çынсем. Тĕрлĕ амак «рейтингĕнче» малта – чĕрепе юн тымарĕсен, вар-хырăм чирĕсем, сахăр диабечĕ. «Чир тупса палăртнă çынсенчен нумайăшĕ пуç ыратнине артери пусăмĕпе çыхăнтарман, вĕсен килте тонометр та пулман», – тенĕ Лариса Владимировна.
Çынсемшĕн меллĕрех пултăр тесе диспансеризацие кану кунĕсенче ирттересси йăлана кĕрсе пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *