Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Тăватă тапхăрпа йĕркеленĕ

Тăватă тапхăрпа йĕркеленĕ


Çуллахи лагерьсенче ачасене канма заявкăсем йышăнма тытăннă. Çакăн çинчен регионăн вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе 312 организаци ĕçлĕ. Çав шутра – хула тулашĕнчи 17 лагерь – вĕсенче çăвĕпе 15,4 пин ача канса сывлăхне çирĕплетĕ. 24 профиль смени йĕркелеме палăртнă. Йăлана кĕрсе пыракан йĕркепе кăçал та Запорожье облаçĕнчи Бердянск округĕнчен, Чăваш Ен шефа илнĕскертен, 300 ача канма килмелле.
Лагерьте 21 кун канмалли путевка хакĕ 23555 тенкĕпе танлашать. Путевкăсене валеçессине тăватă тапхăрпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕшĕ иртнĕ ĕнтĕ – ăна пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем валли йĕркеленĕ. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар хулин тапхăрĕ пулнă – 3 лагерьте канмашкăн путевка ыйтса çырнă 4 пин ытла заявка йышăннă.
Министр ачасен кану лагерĕсене аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçленине те палăртса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *