Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ «тÿрĕ лини» ирттерĕ. Вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулĕ, 11 сехетре пуçланĕ.
Ыйтусене маларах Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă яма юрать. Эфир иртнĕ кун вара трансляци чатне çырма е 8 (8352) 565-100 номерпе шăнкăравласа ыйтма май пур.
«Тÿрĕ лини» Контактра «Чувашская Республика» ушкăнра, Чăваш наци телекуравĕн, ЮТВ эфирĕнче тата Наци радиовĕпе иртет.
«Тÿрĕ эфирта» мĕн каланине «Хыпар» тата «Чувашинформ» текст мелĕпе пĕлтерсе тăрĕç.

