Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта танго фестивалӗ иртӗ.
«Tango-Fest» пӗтӗм тӗнчери IV фестиваль Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Унта аргентина ташшине юратакансем кайса курма пултараҫҫӗ. Фестивальте чӑннипех те хӗрӳ ташӑсем пулӗҫ, ӑста артистсем сцена ҫине тухӗҫ.
Пӗтӗм тӗнчери фестивале кӑҫал Астор Пьяццолла ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Илья Алексеев аккордеонист, «NUAR orchestra» ансамбль тата «Salon del Tango» ушкӑн ташӑҫисем хутшӑнӗҫ.

