Канашри пушарта икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Инкек ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче çур çĕрте Хĕвел Анăç тăкăрлăкĕнчи уйрăм çуртра сиксе тухнă.
Çулăм 63-ри хĕрарăмăн тата 69-ти арçыннăн пурнăçĕсене илсе кайнă. Раççей МЧСĕн çăлавçисем пушара виçĕ сехетрен сӳнтернĕ. Маларах палăртнă тăрăх, çулăм алхаснин сăлтавĕ электрохатĕр юсавсăрлăхĕнче пулма пултарать.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 291 пушар тухнă. Вĕсенче 18 çын вилнĕ.
Аса илтеретпĕр: çулăм тухнине асăрхасан «01», «101», «112» номерсемпе шăнкăравламалла.

