Республикăра вăл кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет. Мероприятие çамрăк артистсем, педагогсем тата сумлă хăнасем хутшăннă.
Пухăннисене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чӑваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, регионӑн вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева саламланă. Фестиваль кураторĕ Алла Салаева Чăваш Енри шкул театрĕсен аталанăвĕн опытне «Единая Россия» партин Халăх программине те кĕртме сĕннĕ.
«Чăваш Енри ача-пăча театрĕсен фестивалĕ – хăйне евĕрлĕ практика. Унта пĕтĕм шкул тенĕ пекех хутшăнать. Вăл театрсене, артистсене, профессионалсене тата шкулсене пĕрлештерет. Пурте пĕчченшерĕн ĕçленĕ пулсан çакăн пек çӳллĕ шая çитме май килместчĕ», – тенĕ Алла Леонидовна.
Асăннă проект Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе пурнăçланать. Паянхи кун республикăра 356 шкул театрĕ ĕçлет. Кăçал фестивале 1000 ача хутшăнĕ.

