Ытларикун Мускавра «Театрлӑ Раҫҫей Атласӗ» фестивальпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Кунӗсем пуҫланнӑ.
Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче Чӑваш Республикинчи театр ушкăнĕсем хăйсен чи лайăх спектаклĕсемпе «Никита Михалковӑн «12» мастерскойӗн» сцени çинче паллаштараҫҫӗ. Асӑннӑ фестиваль Мускавра ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.
«Театрлӑ Раҫҫей Атласӗ» – Никита Михалков режиссерӑн проекчӗ. Ҫакна пуҫарма ӑна «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» хавхалантарнӑ. Мероприяти «Единая Россия» партин «Культура малой родины» проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.
Мускавра Чӑваш Республикин Кунӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Нарспи» спектаклӗпе уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Пуçлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
«Театрлӑ Раҫҫей Атласӗ» фестивальре Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Король Лир» спектакль кӑтартнӑ, Чӑваш патшалӑх сӑнав театрӗ – «Осталась одна Таня» драма. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Двенадцать стульев» тата «Сказ о купеческой дочери и волшебном цветке» мюзиклсемпе паллаштарӗ.
Чăваш Республикин кунĕсем вĕçленсен çу уйăхĕнче фестивале хутшăнмашкăн Владимир облаçĕн коллективĕсен черет çитĕ.

