Мускавра Раççей Федерацийĕн культура министрĕ Ольга Любимова тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Унта вĕсем пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех Чăваш Республикин культура сферин малашлăхри аталану çул-йĕрне те палăрт- нă.
Иртнĕ çул пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуян пулнă. Вĕсен йышĕнче — «Художники Победы» курав, ăна Çĕтерÿ Музейĕпе пĕрле пурнăçа кĕртме май килнĕ. Раççейĕн Культура министерстви пулăшнипе пирĕн республикăра «Новая Россия» Патшалăх симфони оркестрĕн концерчĕ иртнĕ, ăна СССРăн халăх артисчĕ Юрий Башмет ертсе пынă. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсен йышĕнче çавăн пекех «Современная музыкальная карта России» проект та пур.
Чăваш Енре культура инфраструктурине çирĕп аталантарса пыраççĕ. Юлашки çулсенче унăн пурлăхпа техника базине çирĕплетме 5,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. 21 Культура çурчĕ хăпартнă, 500 ытла культура учрежденине юсаса йĕркене кĕртнĕ тата хальхи йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕпе В. Маяковский ячĕллĕ хулари тĕп библиотекăна тĕпрен юсассине сÿтсе явнă. Çавăн пекех паллă ентешĕмĕрĕн Андриян Николаевăн Шуршăлти Меморил комплексĕн реконструкцийĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Твои звезды над Шоршелами» проект çинчен те каласа кăтартнă. Унпа килĕшÿллĕн 150 пин ытла шкул ачи космонавтикăна тата IT сферăна пысăк хавхаланупа тĕпчет. Космоса юратакан тата наукăпа кăсăкланакан çамрăксен йышне ÿстерес тĕллевпе çак
проекта малашлăхра анлăлатса пыма палăртнă.
Хамăр инф.

