Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Чăваш культурине кăтартнă

Чăваш культурине кăтартнă


Навруз çуркунне çитнине пĕлтерекен уяв. Хĕвел календарĕпе вăл çĕнĕ çул пуçламăшне палӑртать. Ăна кунпа çĕр тăршшĕ танлашсан уявлаççĕ.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче республикăри шкул ачисемпе студентсенчен тăракан делегаци «Навруз» этнофестивальте чăваш культурине кăтартнă. Вăл ытти çулхи пекех Калуга облаçĕнчи «Этномир» культура центрĕнче иртнĕ.
Уяв концерт программисемпе тата ăсталăх класĕсемпе питĕ пуян пулнă. Ачасем «Этнофермăра», «Юмах тĕнчи» комплексра пулнă. Тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе, пултарулăхĕпе тата чĕлхипе паллашса пысăк хавхаланупа таврăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *