Юнкун Шăхасан салинчен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Икĕ пысăк тиевлĕ фура хальхинче Курск облаçне çула тухнă. Вĕсем унти çар чаçĕнчи ентеш-салтаксем валли 45 кубла метр лăсăллă йывăçсен пĕренисене, ОСБ листисен 4 упаковкине, фольгоизолпа строительство материалĕсем, апат-çимĕç, медикаментсем, харпăр гигиена хатĕрĕсем, ĕçмелли шыв тата уйрăм посылкăсем турттарса кайнă.
Çак пысăк партие Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем туслă йышпа пуçтарнă. Черетлĕ конвоя хатĕрлеме Шăхасан, Ухман, Атнаш, Вăрăмпуç, Ямаш ялĕсенче пурăнакансем хастар хутшăннă. Волонтерсем çыхса хатĕрленĕ маскировка сеткисемпе окоп çуртисене, апа-çимĕçпе ытти кирлĕ хатĕре Шăхасан шкулĕнче вĕренекен каччăсем тиеме пулăшнă.
Иртнĕ юнкун Шăхасан салинчен гумманитари грузĕпе тултарнă саккăрмĕш тата тăххăрмĕш фурăсем çула тухнă. Ятарлă транспортпа ыр кăмăллăх ĕçне пысăк хавхаланупа хутшăнакансене «Пĕрле» фонд тивĕçтернĕ. Волонтерсем хăйсене пур енлĕн пулăшса тата хавхалантарса пынăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тата Чăваш Республикин Правительствине тав сăмахĕ калаççĕ.
Николай ИЛЛАРИОНОВ,
«Шăхасан» волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи:
— Çак ушкăн ятарлă çар операцийĕ пуçланнă çулах чăмăртанчĕ. Пархатарлă ĕçе эпир тăваттăмĕш çул тытса пыратпăр. Тăван çĕршыва тата СВО пыракан вырăнти салтаксене пур енлĕн пулăшма тăрăшатпăр. Паян эпир гуманиатри грузĕ тиенĕ икĕ фура ăсатрăмăр, вĕсем Шăхасантан каякан саккăрмĕш тата тăххăрмĕш пысăк тиевлĕ транспортсем пулчĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе регион ертÿçи Олег Николаев, Чăваш Ен Правительстви, «Пĕрле» фонд тата пирĕнпе пĕр шухăшлă хастарсем пулăшнипе пурнăçа кĕртме май килчĕ. Вĕсене çакăншăн пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Шăхасан шкулĕнче вĕренекен тимуровецсене те уйрăммăн палăртса хăварас килет, вĕсем гуманитари пулăшăвĕ тиенĕ чухне яланах пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Каччăсем чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнеççĕ. Тата çакна калас килет, кĕтсе лармалла мар, пĕрлĕхе ĕçпе çирĕплетер, салтаксене пур енлĕн пулăшса пырар.
Валерий ЧЕРНОВ,
округ пуçлăхĕ:
— Паян СВО пыракан вырăна черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрăмăр. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе ырă кăмăллă ентешсемпе организацисем пулăшнипе йĕркелеме май килчĕ. Тав сăмахĕсене çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, Чăваш Республикин Правительствине, «Пĕрле» фонда, волонтерсен организацийĕсен ертÿçисене, маскировка сетки çыхма хутшăнакан тата гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕр-лес ĕçре пысăк тÿпе хывакан кашни хастара уйрăммăн калатăп. Кашни çине тăрса вăй хуни пĕрлехи Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать.
Алиса КУРОПАТКИНА,
волонтерсен ушкăнĕн хастарĕ:
— Эпĕ «Плетем Победу» хĕрарăмсен ушкăнне ертсе пыратăп. Вăл Шăхасан салинчи волонтерсен туслă ушкăнĕн йышĕн- че тăрать. Маскировка сеткисене эпир виççĕмĕш çул çыхатпăр, хатĕр хÿтĕлев хатĕрĕсене тĕрлĕ ене ăсататпăр. Çак тап-
хăрта эпир 700 ытла тетел çыхса хатĕр-лерĕмĕр, лаптăк çине куçарсан çакă пĕтĕмпе 16800 тăваткал метрпа танлашать. Малтанхи вăхăтра тетелсене тĕрлĕ виçепе ăсталаттăмăр, хальхи вăхăтра 4х6 стандарта пăхăнса ĕçлетпĕр. Салтаксем ыйтакан кашни запросах кĕске вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр. Пирĕн ушкăна çирĕм ытла çын çÿрет, вĕсенчен пысăк йышĕ вара çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама тăтăшах хутшăнать. Хамăр ума лартнă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыратпăр.

