Чăваш Республикинчен çула тухнă делегаци ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна гуманитари пулăшăвĕ илсе çитернĕ. Çак йышра салтаксене çар ĕçĕпе çыхăннă тĕллевсене пурнăçлама пулăшакан ятарлă техникăпа снаряжени, апат-çимĕç тата чи пĕлтерĕшли — тăвансемпе çывăх çынсенчен тахçантанпах кĕтнĕ çырусем.
Боецсемпе Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Сергей Артамонов тĕл пулнă.
Чăваш Енрен килсе çитнĕ делегаци пилотсăр вĕçев хатĕрĕсен батальонне япăх çулсемпе пĕр чăрмавсăр çÿреме пултаракан «УАЗ» автомашина панă, артиллери полкне — ятарлă техникăпа тивĕçтернĕ микроавтобус.
Сергей Артамонов малти линие çула тухасси Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн порученийĕ- пе килĕшсе тăнине палăртнă. Регион ертÿçи çар чаçĕсене çитсе килме тата вырăнта диалог йĕркелеме задача лартать. Çакă ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксене тивĕçтерекен пулăшу мерисене мĕнлерх лайăхлатса пымаллине ăнланма май парать. Хальхи вăхăтра Чă-ваш Республикинче çакнашкал 50 механизм ĕçлет, вĕсенчен 37-шĕ — регион шайĕнчисем.

