Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Ҫурхи ĕçсем çывхараççĕ

Ҫурхи ĕçсем çывхараççĕ


Чăваш Республикин Правительствин ларăвĕнче вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев республикăри хуçалăхсенче çурхи ĕçсене пурнăçлама епле хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ.
Çĕмрĕк техникăна юсанă, çунтармалли-сĕрмелли материал 49% турттарса килнĕ. Унпа тивĕçтерес енĕпе чăрмав пулмалла мар, резерв хатĕрленĕ. Иртнĕ çулсенче усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн кăçал та ĕçлессине палăртнă.
Акмалли вăрлăхăн пысăк пайне хамăр çĕршыв- ра селекциленĕ. Кăçал ял хуçалăх культурисем 542,7 пин га (пĕлтĕрхинчен 0,3% пысăкрах лаптăкра), çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышшисем 281 пин га йышăнĕç.
Кĕрхисене минерал удобренийĕпе апатлантарма ака уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче тухма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра трактор-машинăна çурхи ĕçсене пурнăçлама епле хатĕрленине тĕрĕслемелли тапхăр пырать. Уй-хире 6 пин ытла трактор кăларĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *