Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Ҫӗрулми туяннӑ

Ҫӗрулми туяннӑ


Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ШАМАН Канаш хулинче кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ.
Юрӑҫ Канашра Пензӑна кайнӑ чухне чарӑннӑ. Пуйӑс кӗтнӗ чухне хулапа паллашнӑ, вокзал ҫывӑхӗнче кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ, ытлашши укҫана каялла илмен.
«Чукун ҫул мана ҫӗнӗ хуласемпе малалла паллаштарать. Хальхинче пуйӑс кӗтнӗ вӑхӑтра илемлӗ Канаш хулипе паллашрӑм. Пуйӑса каялла телейлӗ таврӑнтӑмӑр, пушӑ алӑпа мар», – ҫырса пӗлтернӗ юрӑҫ хӑйӗн страницинче.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *