Высоковка — вырăс улпучĕсем никĕсленĕ ял
2023 çулта «Канаш ен» хаçатра ман ятпа Митревскă салин историне çаптарса кăларнăччĕ. Çав калава çырас умĕн хамăн мăшăрпа Митревскă салине кайса куртăмăр. Çÿлĕ аптрамасть. Яла çитичченех асфальт сарса панă. Ялĕнче пĕр урам. Ун витĕр тухсан Кĕçĕн Çавал леш енче Пĕрремĕш Высоковкăпа Иккĕмĕш Высоковка сали тата унти чиркÿ те лайăх курăнса лараççĕ.
Çĕр çирĕм çул каялла Высоковкăна мĕнле майлă çитмеллине вырăсла çапла ăнлантарса панă.
«От Казани удобнее проехать следующим образом: от Московско-Казанской железной дороги до станции Шихран, а затем 15 верст сухопутно на лошадях до села Высоковки».
Малалла ку ялсем пирки кам мĕн çырса пĕлтернипе паллашар. Чи паллă кĕнеки Чăваш энциклопеди пулать. Унтан Высоковкă ялĕсем пирки текстне кĕскетсе çырса илтĕм.
«Высоковка, до 1-й четверти 20 в. – село в Шибылгин. волости Цивил. у. Историч. названия: Высоково, Высокая. Жители – русские, до 1861 помещичьи крестьяне Арцыбашевх, Есиповых, Бельковичей. Функционировал храм Святой Троицы, с 1882 – муж. училище. В 1-й четверти 20 в. В. разделилась на с. Высоковка Первая и с. Высоковка Вторая. Число дворов и жителей, в 1770 – 66 муж., 1907 – 115 дворов, 446 муж., 394 жен.
Высоковка Первая, Пĕрремĕш Высоковка – село в Канаш. р-не, Среднекибек. сел. поселения. Образовалось в 1-й четверти 20 в. на базе 1-го сел. общества с. Высоковка. Жители – чуваши, русские. В составе Шибылгин. волости Цивил. у. до 1927. Число дворов и жителей: в 1926 – 43 двора, 90 муж., 122 жен.
Высоковка Вторая, Иккĕмĕш Высоковка – село в Канашĕ р-не, Среднекибек. сел. поселения. Образовалось в 1-й четверти 20 в. на базе 2-й и 3-й сел. обществ с. высоковка. Жители – русские. Действующий храм Святой Троицы (1872–1930). Число дворов и жителей: в 1926 – 58 дворов, 136 муж., 168 жен. Автор В.И. Харитонова».
Ку текстсенче пысăк йăнăшсем çук. Чăваш энциклопедийĕ валли каять темелле. Тата иртнĕ ĕмĕртех «Канаш ен» хаçатра Л. Иванов çырнă Высоковкă салин историне çаптарса кăларнă пулас. Халĕ интернетра малти Ăнтавăш ялĕн сайчĕ пур. Унта çав калава тепĕр хут вырăсла та, чă-вашла та çырса кĕртнĕ. Вĕçĕнче ыйту лартнă. Миçемĕш çулта Высоковкă салине никĕсленĕ? Ответне вара Л. Иванова шанса мар, Чăваш энциклопедийĕнчен çырса илнĕ. Тĕпчевçĕсем тĕлĕнтерме пĕлеççĕ тесе каласшăн.
Улпутсем йĕркеленĕ Высоковкă ялĕ çамрăк пулсан та унăн историне çырма йывăр. Мĕншĕн тесен улпутсене панă патшалăх çĕрĕсене вĕсем тепĕр улпута сутса яма пултарнă. Упăшкисем вилсессĕн, арăмĕ çамрăк-рах пулнă пулсассăн, тепре качча тухнă. Ун хыççăн çĕрпе ял хуçи çĕнĕ упăшка пулма пултарнă. Çывăх тăва- нĕсене парнеленĕ. Улпут ывăлĕсем улпут хĕрĕсем çине авланнă е тепĕр майлă улпут хĕрĕсем улпутсем çине качча тухнă.
Чăваш энциклопедийĕнче 1770-мĕш çулта Высоковкăра 66 çын пурăннă тесе çырнă. Эпир те çак çулсенчен тапранса каяр пуль.
Высоковкăра пĕрремĕш Сергей Арцыбашева çĕр панă. Вăл 1744-мĕш çулта Çĕрпÿ уесĕнчи Мамино ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мамино ялĕ Кĕçĕн Çавал сулахай енче ларнă. Унăн ашшĕ дворянин Аврам Семенович Арцыбашев надворный советник чинпа отставкăна тухнă. Аврам Семеновичăн мăшăрĕ Анна Игнатьевна Амачкина пулнă. Амачкинсем Çĕрпÿ уесĕнчи Иванова тата Улешова салин улпучĕсем пулнă. Ивановăран Маминăна çитме икĕ çур çухрăм утмалла. Унăн пиччĕшĕ Григорий Семенович Арцыбашев 1737 çулта Çĕрпÿ уесĕн воеводи пулнă. Ватлăхра 1760 çулсенче вăл Етĕрнепе Çĕрпÿ усĕнчи улпутсен пуçлăхĕ пулнă. Мамино ялĕ çапла пуçланса кайнă. 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вырăс патши панче çар ĕçĕпе ĕçленĕшĕн çав вырăнти çĕре тутар князне Иван Мамина панă. Çавăнпа ялне Мамино теме пуçланă.
Вăхăтсем иртсен Мамино ял тата çĕр хуçи Семен Арцыбашев пулса тăрать. Маминăран Çĕрпÿне çитме çичĕ çухрăм утмалла е Высоковкăна çирĕм пиллĕк çухрăм. Пĕр çитмĕл çул каялла 20-мĕш ĕмĕрте Мамино ялĕ саланса кайнă. Шăхасан енчен Çĕрпÿне çитес умĕн сылтăм енче радиовышка ларать. Мамино ялĕ çав вышкăран аяларах ларнă. Сергейăн икĕ пиччĕшĕ Андрейпа Василий пулнă. Вĕсем пурте ÿссе çитсенех çар ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă.
Тата вĕсен пĕр йăмăкĕ Марья пулнă. Çитĕнсе çитсен Андрей Тимофеевич Болотова (1738-1833) качча тухнă. Вăл вырăс çыравçи, мемуарист, философ-моралист, ăсчах, ботаник тата лесовод, Раççейре агрономипе помологине никĕслекенсенчен пĕри пулнă. Унăн ашшĕ полковник. Анчах та вăл вилет те ывăлĕ Андрейĕ ача чухнех тăлăха тăрса юлнă. Ирĕксĕрех ашшĕ пекех çар ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă. Капитан чинĕпе отставкăна тухнă. Хуньăм ялне час-часах килсе çÿренĕ е ытларах унта пурăннă.
Паллах, ял хуçалăх тата наука енĕпе ĕçленĕ пулсан хуньăм панче вăхăта усăсăр ирттермен. Выльăхсемпе е ял хаçалăх енĕпе экспериментсем ирттернĕ. Çĕнĕ тыр тата пахча-çимĕç сорчĕсене кăларма тăрăшнă, Вăл тăрăшнипех улма пурнăçа кĕме пуçланă. Унăн опычĕсем çак ялта палăрмаллăх йĕр хăварнă. Ăнсăртран е пĕлсех шăпах Андрей Тимофеевич ял хуçалăх енпе наука енчен ĕçĕсем аталансах пынă. Мамино ялĕн çĕрĕ çинче 1927 çулта Çĕрпÿри патшалăх ял хуçалăх опытный станцине уçнă.
Сергей Аврамович Арцыбашев 1778 çулта порутчик чинпа отставкăна тухнă. Унăн арăмĕ Колбецкая пулнă. Николай Колбецкой Çĕрпÿ уесĕнчи Староселки ялĕн помещикĕ пулнă. Староселкипе Мамино ялĕсем хушшинче виçĕ çухрăм. Пĕртак вăхăт иртсен Сергейĕ 1781 çулта сарăмсăр вилнĕ. 1782 çулсенчех çĕр тата тарçăсен хуçисем Сергейĕн вак-тĕвек ывăлĕсем Николайпа Александр пулса тăнă. Вĕсен ал айĕнче е куçакан пурлăх шутĕнче 91 чун пулнă тата çавăн чухлĕ хĕрарăм. Анчах та вĕсем ытларах аслашшĕ килĕн- че Маминăра пурăннă. Николайпа Александрĕ ÿссе çитсен çар ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă. 1797 çулта иккĕшĕ те лейб-гвардии Семеновский полкĕнче — сержантсем тата тепĕр икĕ çултан — прапорщиксем.
Николай Сергеевич коллежский асессор чинпа отставкăна тухать. Унăн мăшăрĕ Анна Никитична. Вĕсен ывăлĕ Петр Николаевич (1818-1885) генерал-майор званине çитнĕ, Хусанта вилнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Михаил титулярный советник. Николай Сергеевич хĕрĕсем Авдотьяпа Ульки 583 теççетин çĕр хуçисем пулнă. 19-мĕш ĕмĕр варринчен пуçласа малалла Арцыбашевсем Высоковкăра çĕр улпучĕ- сем пулнине ĕлĕкхи хутсем çинче палăртман. Унсăр пуçне Арцыбашевсен çĕрĕсем Хусан кĕпернин ытти уессенче те пулнă.
Архивсенче тепĕр чухне интереслĕ хыпарсем тупса вулама пулать. Текстне оригиналĕнчен кĕскетсе çырса илнĕ.
1748 çулта коллежский асессор Аврам Семенович Арцыбашев хăйĕн ывăлĕсем валли завещани çырса хă- варнă. Унта вырăсла çапла çырнă:
«В 1748 году 30 апреля разделил, я, свое имение детям своим всем по равным частям, старшему сыну Андрею дал в Алексинском уезде д. Калединке да в д. Климовке с пустошью да в Серпуховском уезде в д. Новинках с пустошью, да в Ярославском уезде на Малом Вилетском в с. Никольском Пономарево тож с людьми и со крестьяны, да сыну Сергею в Цывильском уезде д. Маминой и в других того уезда дачах, да в Чебоксарском уезде д. Кочакове, да в Свияжском уезде в с. Белой Воложке, дд. Козловке, Юматове, Бугурдан, пустоши Кошелеевской Мамины тож, да в Синбирском уезде в д. Сорокины, да в Кокшайском уезде в д, Нерадовы…».
Малалла Арцыбашевсен ĕлĕкхи пурнăçри пĕр эпизочĕ.
1762 çул.
«По доношению надворного советника Аврама Арцыбашева о даче из Цывильской воеводской канцелярии выписи о провозе из Цывильска в Санкт-Петербурх к сыну лейб гвардии Измайловского полку порутчику Василию Арцыбашеву с людьми своими Яковом и Гаврилом высеженного и заклейменного куб вина двойного 5-и ведер приказал:
Ежели в заклеймении за оным Арцыбашевым имеется для винного курения по его разных куб и казан и по ведерные деньги на оной год в платеже, то в силу указов дать о провозе того двойного вина тем людям выпись, а ежели оного не окажется, то о том доложить…
Воевода Андрей Всеволожский».
1770 çулсенчех Высоковкăра çĕр улпучĕ улпутăн арăмĕ Олимпиада Камецкая пулнă. Унăн тарçăра 19 чун шутланса тăнă тата çавăн чухлĕ хĕрарăм. Урăх ку хĕрарăм çинчен сас хура тухман. Камецкийсем 17-мĕш ĕмĕр варринче Çĕрпÿ уесĕнчи Рынкă салинче çĕр улпучĕсем пулнă. 1651 çулта Матвей Камецкий улпучĕн çĕр лаптăкĕ Катек ялĕ çумĕнче пулнă.
1790 çулсенче Арцыбашевсем пуçсăр Высоковкăра çĕнĕ улпутсем палăрнă. Пĕри Есипов майорăн арăмĕ Анна Александровна Есипова. Унăн аллинче 50 тарçă тата 1233 теççетин çĕр пулнă.
Тепри порутчик арăмĕ Наталья Ивановна Шанская е упăшка енчен Васильевская. Унăн аллинче 13 тарçă шутланса тăнă. Унăн упăшки порутчик Алексей Самсонович Васильевский пулнă.
Тата тепри секунд-майорăн арăмĕ Дарья Тимофеевна Тевяшова. Çав çулсенчех вăл Алексей Самсонович Василевский порутчикрен вун виçĕ тарçине укçа парса илнĕ.
Списокпа юлашки Высоковкă çĕр улпучĕ порутчик Петр Васильевич Амачкин пулнă.
Пĕтĕмпе 1797 çулта Высоковкăра 157 чун пурăннă тата çавăн чухлĕ хĕрарăм.
Анна Александровна Есипова тесе çырнă пулсан та ку хĕрарăм кам пулнине ăнланма йывăр. Анчах та архиври хутсем тăрăх унăн упăшки надворный советник майор Леонтий Петрович Есипов пулни паллă. Унсăр пуçне вĕсен çĕр лаптăкĕсем Сĕнтĕр, Юмансар тата ытти ялсен çумĕнче пулнă. Халĕ Сĕнтĕр ялĕ Александровское сали ятлă Комсомольский районĕн- че. Архиври хутсем Есиповсем пирки çапла ăнлантарса параççĕ. Вĕсен йăхĕ Çĕнĕ хулари (Новгород) улпутран тухнă. Чи малтан Сĕве уесĕнче çамрăклах Хусан патшалăхне парăнтарнă хыççăн Булгак Иванович Есипов çар ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă. Унтах 1565 çулсенче унăн ывăлĕсем Левпа Иван Булгакович Есиповсем ашшĕпе пĕрле малалла çар ĕçне кĕрсе кайнă. Иртнĕ ĕмĕрсем хушшинче Есиповсем самаях хунаса кайнă. Вĕсем пурте вырăс патшалăхне усă пама тăрăшнă. Вĕсен мăнукĕсен çĕрĕ-сем таçта та пулнă. Ку калавра пурне те аса илсе пĕтереес çук.
Тевяшовсем — тутар дворянĕсенчен тухнă йăх. Авалхи йăх-несĕлсем каланипе вĕсен ватти тутар Хозя Ылтăн Уртара çар ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă. Дмитрий Донской Ылтăн Уртана çĕнтернĕ хыççăн Хозя ун патне çар службине ĕçлеме кĕнĕ. Ăна тĕне кĕртнĕ хыççăн Азарий ят панă. Унăн мăнукĕ Вавило Гаврилович Тевяш несĕл пуçĕ пулать. Николай Николаевич Тевяшов 1841 çулта Аçтăрхан кĕпĕрнин кĕперни пулнă.
Улпут Амачкинсен Çĕрпÿ уесĕнче пĕр тĕп ялĕ Зеленовка пулнă. Халĕ ку ял Вăрнар районĕнче. Тепĕр ялĕ Çĕрпÿ уесĕнчи Улешова. Вăл Кĕçĕн Çавал суллахай енче ларнă. Маларах çапла çырнăччĕ. Аврам Семенович Арцыбашевĕн мăшăрĕ Улешов ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Игнатьевна Амачкина пулнă. Маминăпа Улешова ялсем хушшинсе 700 утас. Улешова ялĕ Мамино хыççăн саланса кайнă. Амачкинсен енчен пĕрремĕш Иван Кириллович Çĕрпÿре 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчех çар ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă. 1630 çулсенче çар ĕçĕпе нумай çул ĕçленĕшĕн Çĕрпÿ уесĕнчи Рындино ялĕнче тата Çĕрпÿ хилинчен инçе мар Кĕçĕн Çавал суллахай енче нумай çĕр панă. Кĕçĕн Çавал хĕрринче çĕнĕ ял çавăрнă. Унăн ывăлĕ Антон Иванович çар ĕçĕпех ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ ялне вара Антоновка ят панă. Вăхăтсем иртсен Антоновкăра хуçа çĕнĕ улпут пулнă хыççăн ял ячĕ улшăннă. Каярахпа Антон Ивановичне Сĕнтĕрвăрринчен инçе мар çĕр илнĕ. Çавăн пек пĕчĕккĕн унти вырăнсене кĕрсе кайса тарçисемпе ял çавăрнă. Халĕ Амачкино ялĕ Сĕнтĕрвăрри
районне кĕрет. Подпорутчик Петр Амачкинăн Высоковăра патĕнче шыв арманĕ пулнă.
(Вĕçĕ çитес номерте)
Александр СТЕКЛОВ
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

