Ятарлă çар оперцийĕ пуçланнăранпа кăçал тăваттăмĕш çул кайрĕ. Салтаксене пур енлĕн пулăшса пырас тĕллевпе çĕршыври кашни хулара тата ял-салара волонтерсен ушкăнĕсем чăмăртаннă. Унти активистсем СВОра çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен паттăрсем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес енĕпе пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Ку енĕпе Ухман тăрăхĕнче пурăнакансем те курăмлă ĕç тунине палăртса хăварас килет.
Пĕлтĕр хамăр ентешсемпе салтаксем валли улма-çырла тата пахча-çимĕç йышлă пухса хатĕрлеме пултартăмăр. Çак продукцин ĕмĕрне тăсас тĕллев-пе чылайăшĕ гуманитари пулăшăвне тăварласа банкăсене хупса тата варени пĕçерсе илсе килчĕ. Мунчала çыхма пĕлекен ăстасем те айккинче юлмарĕç. Ырă ĕçе тума пĕтĕмпе 80 çын ытла хутшăнчĕ.
Тата çакна палăртса хăварас килет. Ухманпа Чăрăшкасси пĕр ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакансем укçа-тенкĕ пуçтарса парса пулăшрĕç. Унпа маскировка сетки çыхмалли ятарлă хатĕр-сем туянтăмăр. Хатĕр тетелсемпе салтаксене май çитернĕ таран тивĕçтерме тăрăшрăмăр.
Укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе Ухман салинче пурăнакансем те яланах тивĕçтерсе тăраççĕ. Çавăнпа та вырăнта пурăнакан ырă кăмăллă кашни çынна пĕтĕм чунтан-чĕререн тав сăмахĕ калатăп.
Хальхи вăхăтра маскировка сетки çыхма эпир пĕтĕмпе 18 хĕрарăм çÿретпĕр. Пурте пĕр вăхăтра пуçтарăнса пыраймаççĕ паллах. Хÿтĕлев костюмĕсене вара килте çыхакансем те пур. Чылайăшĕ материлсене килте касса хатĕрлесе парать.
Тата çавăн пекех ял территори пайĕн ертÿçине Евгений Григорьева та уйрăммăн палăртса
хăварас килет. Пире вăл яланах пур енлĕн пулăшса пырать. Юрий Капитонов Шупашкар хулинчен кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерсе тăрать, укçа-тенкĕ енчен те пулăшу кÿрет.
Елена Шамбулина материалсене саккас тăвас ĕçре пысăк тÿпе хывать, хуларан хăйех турттарса килсе парать. Унтан пирĕнпе пĕрле сетка çыхса ха- тĕрлес ĕçе те хастар хутшăнать.
Хальхи вăхăт тĕлне пирĕн «Ухман ăшши фронт валли» волонтерсен ушкăнне çÿрекен хĕрарăмсем 250 маскировка сетки, 300 хÿтĕлев костюмĕ тата 180 нашлемник çыхса хатĕрлеме пултарчĕç. Чăн та, кашниех ырми-канми тăрăшать, вĕсене чĕререн тухакан тав сăмахĕ- сене каланă май çирĕп сывлăх, ăнăçу тата телей сунатăп!
Марина ДАНИЛОВА,
Ухманти волонтерсен
ушкăнĕн ертÿçи

