Кӑҫал «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ.
Ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӑсене, ҫавӑн пекех Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Диктанта кирек кам та ҫырма пултарать. Акци икӗ мелпе иртет, текста Наци радиовӗпе Тӑван радио итлесе ҫырма май пур. Наци радиовӗ – 105,0 FM (Чӑваш Республики), 95,9 FM (Шупашкар) е 72,41 УКВ хумсем ҫинче калаҫать, Тӑван радио – 100,3 FM хум ҫинче.
Диктант ҫырмалли тепӗр мел – вӗренӳ е культура организацине кайса. Кама епле майлӑрах ҫавӑн пек хутшӑнма пултарать. Унта ачасем те, аслисем те хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслейӗҫ.

